Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗпетет (тĕпĕ: йӗпет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра Барака тӑрӑран шыв анать, вырӑна йӗпетет, урайне кӳлленчӗк пуҫтарӑнать, ниҫта выртса е ларса канма типӗ вырӑн юлмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӑхӑт иртет, вӑхӑт чупать, Йӗпхӳ йӗпетет те ҫил шӑлать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Сӗтел хушшинче ларакан пӗр ача ҫеҫ кӑтра ҫӳҫне силлентеркелесе «Ялав» журналти ӳкерчӗксене пӑхать, страницӑсене чаштӑртаттарса уҫнӑ май таса та кӑвак куҫӗпе Тарас ҫине пӑхкаласа илет, хушӑран аллинчи кӑранташӗн вӗҫне ҫӑварне чиксе йӗпетет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

«Хӑлха хупланса ларчӗ, — тесе Ухтиван типсе кайнӑ тутисене чӗлхине йӗпетет, ҫынсене пахса ҫаврӑнать.

— Не слышу я, уши заложило, — Ухтиван облизнул пересохшие губы, оглядел сидящих.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пӑлхав, пӗлетӗн, аслати пек: Ҫитет, кӗрлет вӑл, йӗпетет.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пуҫ турипе вӗсен арпашӑнса пӗтнӗ ҫамрӑк ҫӳҫ кӑтрисене турать, вӗсене хӑйӗн куҫҫулӗпе йӗпетет.

Она расчесывала гребнем их молодые, небрежно всклоченные кудри и смачивала их слезами.

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пӗри тӑраткаланса тӑракан ҫӳҫне тӑрӑшсах йӗпетет, тепри тахҫанхи шыҫҫине ҫӑвать, виҫҫӗмӗш пӑхма ҫук хӑрушӑ ҫӑпансемпе илемленсе пӗтнӗ.

Один тщательно размачивает колтун на голове, другой промывает какие-то застарелые опухоли, третий так изукрашен нарывами, что на него жутко смотреть.

Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Спартак, манӑн Спартакӑм, сана телейсӗр хӗрарӑм тархаслать, телейсӗр амӑшӗ йӑлӑнать сана; санӑн хӗрӳ, илтетӗн-и, Спартакӑм, манӑн пӗрле санӑн мӗскӗн хӗрӳ санӑн урусене ыталать, санӑн аллусене чуптӑвать, куҫҫульпе йӗпетет; санӑн хаклӑ пурнӑҫна, пирӗншӗн тӗнчери мӗнпур пуянлӑхран та хаклӑрах пулса тӑракан пурнӑҫна хамӑр валли усрама тархаслать.

О Спартак, мой Спартак, несчастная женщина умоляет тебя, несчастная мать тебя заклинает; твоя дочь, слышишь, Спартак, твоя бедная дочь со мной у твоих ног, обнимает твои колена, покрывает поцелуями и слезами твои руки, умоляет тебя, чтобы ты сохранил для нас свою драгоценную жизнь, которая нам дороже всех сокровищ мира.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Сасартӑк шланга шыв тулать те Марусьӑна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитичченех йӗпетет.

Внезапно шланг наполняется водой, и струя окатывает Марусю с ног до головы.

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Тимахви малтан урине чиксе шыв сиввипе сивӗ маррине тӗрӗслет, унтан, чӗркуҫҫи таран кӗрсе, шыва ывҫипе ӑсса илсе хӑйне асӑрхануллӑн йӗпетет.

Тимофей пробует ногой — не холодна ли вода, потом забредает по колени и, черпая ладошкой, осторожно смачивает себя водой.

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя ӑна пуҫӗнчен пуҫласа ури таранах шывпа пӗрӗхтерсе йӗпетет пулин те, вӑл нимӗн те палӑртмасть; Нюра вара кӗсменсем хыҫҫӑн тимлӗн сӑнаса пырать, Костя кашни хутчен йывӑррӑн тайӑлса туртниех унӑн пичӗ ҫинче палӑрать, Костя мар, Нюра хӑй авӑсать тейӗн.

когда Костя с головы до ног обдает его брызгами, а Нюра напряженно следит за веслами, и на ее подвижном лице отражается каждое Костино усилие, словно гребет не Костя, а она сама.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Халлӗхе вӗсене ҫаплах шӑмма витекен ҫил чӗпӗтет, ҫумӑр йӗпетет.

А пока их пронизывал насквозь ветер и мочил дождь.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Ҫумӑр малтан тӑвӑн ҫӳлти сийӗсене йӗпетет, унтан вара пӗтӗм тӑва ҫӳлтен пуҫласа тӗпне ҫитичченех йӗпетет.

Дождь размывает верхние слои горы; это будет продолжаться до тех пор, пока вся гора до основания не будет размыта.

4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ай, ҫумӑр ҫӑвать, Пӳрт ҫийне йӗпетет, — янраттарать Феня.

Ай, дождик-дождь Да с крыши капет, — запевает Феня.

Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.

Сивӗ шывран пӑрӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах лешӗ сирпӗтет те сирпӗтет — чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑр пек йӗпетет.

Ледяной ливень гнал их, хлестал.

Семянников заводӗнчи пӑлхав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вӑл ҫырмана пӗшкӗнсе сивӗ шыв ӑсса илет те тӑнлавӗсене, лӗпкине йӗпетет.

Он наклоняется к ручью, черпает холодную воду, смачивает виски и темя.

Сунара! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Ульсон, ылхана-ылхана, тӗрлӗ савӑт-сапасене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарать, анчах тепӗр темиҫе минутран вӗсем каллех тулса лараҫҫӗ, вара шыв, урайӗнче юхса, Ульсонӑн уявра тӑхӑнмалли пушмакӗсене, кӗпе-йӗм тултарнӑ карҫинккине йӗпетет.

Ульсон с проклятьем подставляет плошки и чашки, но через несколько минут они уже полны, и вода растекается по полу, заливая праздничные башмаки Ульсона и корзину с бельем.

Вӑрҫӑ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Ку пӗлӗтсем хӗвеле хупласа хунӑ; ҫӳлтен темӗнле салхуллӑ йӗпхӳ пӗрӗхсе тӑрать, вӑл пӳрт тӑррисене, тротуарсене тата салтак шинелӗсене йӗпетет

Сырые тучи и закрыл солнце; какая-то печальная изморось сыплется сверху и мочит крыши, тротуары и солдатские шинели…

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Амакурӑкӑн сарлака ҫулҫи Ильясӑн ҫара урине йӗпетет.

Широкие листья мать-и-мачехи холодят босые ступни.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ванюк сар мӑйӑхне шӑлкалать, аялти тутине чӗлхипе ҫуласа йӗпетет, суркалам пек туса, куҫне хӗсет, шӗвӗр янахне каҫӑртса, юлташӗсем енне пӑхать.

Довольно потирая рыжую бородку и облизывая языком толстую нижнюю губу, Ванюк поплевал в сторону, прищурился и, горделиво задрав подбородок, высокомерно оглядел товарищей.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех