Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗпеннӗ (тĕпĕ: йӗпен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте тенӗ пекех вӗсем — салтак ҫырӑвӗсем, тарпа йӗпеннӗ, юнпа хӗрелнӗ ҫырусем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑварлӑ куҫҫульпе йӗпеннӗ пит-куҫа, сӑмсана, нӑш-нӑш тутарсах, кӗпе ҫаннипе типӗтетӗп.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Йӗкӗтсем шыва кӗрсе ӳкнӗ кушакла йӗпеннӗ, пуҫӗсене пӗксе пӑрӑнса утнӑ хӗр ҫумӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӗвел анӑҫӗнчен нӳрӗ ҫил вӗрет, ҫумӑрпа йӗпеннӗ кӗпе-тумтир витӗр ҫан-ҫурӑма сивӗ ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Римма Иринӑна ыталарӗ те куҫҫулӗпе йӗпеннӗ питне ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пичӗ куҫҫулӗпе йӗпеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Санюк пӳрнипе лӳчӗркеннӗ, йӗпеннӗ хут ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӗпеннӗ куҫӗсене шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫук, ҫул ҫинче вӑл йӗпеннӗ те, пылчӑк ҫине те ӳкнӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шыв сирпӗнӗвӗпе йӗпеннӗ ачасем чалт! ҫеҫ айккинелле сиксе ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эпӗ сире халех каласа паратӑп, — тет Валя, куҫҫулӗпе йӗпеннӗ, чӑмӑртаса тытнӑ тутрине куҫӗсем патӗнчен илсе.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна вара вӑл куҫӗсене уҫса тул ҫутӑлас умӗнхи хурарах кӑвак пӗлӗте, самолет вӗҫсе хӑпармалли ем-ешӗл, сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑкпа витӗннӗ, малалла тӑсӑлса каякан ансӑртарах ҫула курнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сывлӑмпа йӗпеннӗ пучахсем хӗвел ҫинче йӑл-йӑл ҫиҫсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫырӑ ҫӳҫӗсем ҫумӑрпа йӗпеннӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кӑшт тӑрсан вӑл чӑлт шурӑ та йӗпеннӗ шур ҫеҫке пек витӗр курӑнакан кӗпепе, аркине икӗ рет кӑвак, хӗрлӗ хӑю тыттарнӑ симӗс пурҫӑн саппунпа, шӑлан ҫеҫки тӗслӗ патис тутӑрпа кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Йӗпеннӗ каскӑсем йӑлтӑртатса ҫуталчӗҫ, юнгштурмовкӑсем ешӗл-симӗссӗн курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Киле икӗ куҫ-пуҫ кӗчӗ: помада сӑтӑрӑннӑ, тушь юхса аннӑ, ҫӳҫӗсем тарпа йӗпеннӗ.

Домой пришли две мордашки: помада размазалась, тушь потекла, волосы мокрые от пота.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Унӑн пичӗ ҫинче ҫумӑр тумламӗсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, йӗпеннӗ ҫӳҫӗн пӗр пайӑрки косынка айӗнчен ҫамки ҫинелле шуса аннӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— И-их! — терӗ Лида, хӑйӗн пилӗк таран лачкам йӗпеннӗ ҫӳхе плащ аркипе пӳрне вӗҫӗсемпе шӑлса, унтан ман ҫине пӑхрӗ те ача пек кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Йӗпеннӗ кӗрӗк йывӑрлансах ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех