Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗнерӗпе (тĕпĕ: йӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Биг хул пуҫҫи ҫине йӗнерӗпе пӑшалне хучӗ, вут пуҫҫи ҫӗклесе тытрӗ те ту хушӑкӗнчен тулалла вирхӗнчӗ.

Биг, взвалив на плечо седло и ружье, с головней в руке бросился по направлению к выходу.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Тутарсем Жилин лаши ҫинчен йӗнерӗпе ытти таврашӗсене пӗтӗмпе салтса илнӗ.

Сняли татары седло, сбрую.

1 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗр хресчен вара кавалеристсен йӗнерӗпе йӗнерленӗ тимӗр кӑвак лаша ҫавӑтса пычӗ.

Один из крестьян подвел белую лошадь, покрытую кавалерийским чепраком.

VI. Граждан вӑрҫин ӑнсӑртлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл ӑна Мишка йӗнерӗпе йӗнерлерӗ, чӗтрене ерсе кайри ури ҫине лараканскерне ун патне ҫӑвӑтса пычӗ.

Оседлал ее Мишкиным седлом, подвел, дрожащую, приседающую на задние ноги, к нему.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ут йӗнерӗпе пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрсене!

Седло и всю амуницию!

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Атаманов ҫӳллӗ казак йӗнерӗпе йӗнерленӗ, илемлӗ тӗрленӗ виткӗҫпе витнӗ ута чӗлпӗрӗнчен тытса тӑракан Никита ҫине йӑпӑрт пӑхса илчӗ.

Атаманов мельком посмотрел на Никиту, что держал за поводья коня, оседланного с высоким казацким седлом и покрытого красиво украшенным покрывалом.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех