Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗнерсемпе (тĕпĕ: йӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле шеп килсе кӗчӗ вӑл паян Тукай килне — ултӑ юлан утпа, йӗс йӗнерсемпе, кӗрӗк пиншакпа, ҫап-ҫутӑ атӑ-па, хӗрлӗ сатин кӗпепе.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир лашасем ҫине мӗнле утланса ҫӳрени ҫинчен, вӗсене тӗрлӗ хатӗрсемпе урапасене кӳлни ҫинчен, йӗнерсемпе шпорсем тата чӗн саламатсем ҫинчен ӑна эпӗ тӗплӗн каласа патӑм.

Я подробно описал ему наш способ ездить верхом, форму и употребление уздечки, седла, шпор, кнута, упряжи и колес.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Жуликсем стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан йӗнерсемпе лашан ытти хатӗрӗсене илсе тухса тарма хатӗрленсе тӑнӑ.

Жулики собирались вынести седла, висевшие на стене, и остальное снаряжение лошади.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Тусем ҫинче пайтах лавсене пӑрахса хӑварса, лаша ҫурӑмӗсем ҫине тиесе турттарма тытӑнсан, Брянский йывӑр та пысӑк стандартлӑ ҫар йӗнерӗсем вырӑнне ҫак ансат йӗнерсемпе усӑ курма сӗннӗччӗ.

Когда в горах пришлось бросить значительную часть обозов и перейти исключительно на вьюки, Брянский предложил эти простые седла вместо стандартных армейских вьюков.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Григорий, йӗнерсене хывса, утсене курӑк ҫине тӑлласа ячӗ те йӗнерсемпе хӗҫпӑшалне тӗм айне хучӗ.

Григорий расседлал коней, стреножил их, положил под куст седла и оружие.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мценски полк иртрӗ кунтан, ҫавсем… йӗнерсемпе пӗрле икӗ хӑмӑта та илсе кайрӗҫ.

Мценский полк проходил и забрал… и седла и даже два хомута взяли.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех