Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах телее, ман няньӑн тарҫи, хӑюллӑ йӗкӗт, ҫурт ҫине хӑпарчӗ те мана хӑй йӗмӗн кӗсйине чиксе чиперех ҫӗре илсе анчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл хӑйӗн пӗчӗк йӗмӗн шалти хутӗнчен тата темскер кӑларма тытӑнчӗ.
Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑл мӗн те пулин каласса кӗтмесӗрех ҫӗре ларнӑ та хӑйӗн кивӗ йӗмӗн ҫӗввисене, темле, мӑнаҫлӑн, ӗҫлӗ ҫын пек, сӳтме пуҫланӑ.Не дожидаясь ответа, он сел на землю и деловито начал вспарывать шов дерюжных штанов.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чанах та, Морозов кайри урисем ҫинче ҫӳреме вӗреннӗ пысӑк йытӑ евӗрлӗ пулса кайрӗ; унӑн пуҫӗ ҫинчи ҫунса кайнӑ ӳчӗ ҫурӑлкаласа пӗтнӗ пулмалла, хӑш чух вӑл пуҫне Татьянӑн шыва кӗнӗ хыҫҫӑн шӑлӑнмалли тӗклӗ алшӑллийӗпе чалмапа чӗркенӗ пек чӗркенӗ, — Морозова ӑна Митя панӑ; темӗн пысӑкӑш пуҫӗ, Захара лапчӑтса лартса, ӑна пӗвӗпе лутрарах туса хунӑ; утасса мӑнаҫлӑн, Экке исправникӗн самӑр помощникӗ пек утнӑ, пуҫ пӳрнисене ҫӗтӗлсе пӗтнӗ салтак йӗмӗн пиҫиххийӗ хушшинче тытнӑ, ытти пӳрнисене пулӑ хӑй ҫуначӗсене хускатнӑ пек хускаткаласа, унӑн-кунӑн кӑшкӑркаланӑ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсене питӗ васкаса хӑйӗн салтак йӗмӗн тарӑн кӗсъисене чикрӗ.Быстро спрятал их в необъятные карманы своих солдатских штанов.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ура пӳрни чӗнтӗртен ҫакланнипе темле ҫеҫ арча ҫине кайса ӳкмерӗ, унтан, хальхинче чӑнласах тарӑхса, йӗмӗн йӗсмисене турта-турта татрӗ, тинех ирӗке тухрӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урисемпе тапаланса тата йытӑран хӑтӑлма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса, Евсей, йытӑ шӑлӗ хушшине йӗмӗн пӗр пысӑк таткине хӑварса, лаша ҫурӑмӗ ҫине аран-аран улӑхса ларчӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1