Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗм сăмах пирĕн базăра пур.
йӗм (тĕпĕ: йӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл урӑх тум тӑхӑнма та ӗлкӗрнӗ иккен, пижама йӗмне брюкипе улӑштарнӑ, йӗм пӗҫҫисене атӑ ӑшне чикнӗ, тавӑрнӑ ҫаннисене антарнӑ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӗпе саплатӑп — йӗм шӑтать, йӗм саплатӑп — кӗпе ҫӗтӗлет.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупайӑн ку ыйткалакансене курсан чунӗ хурланса килчӗ — иккӗшӗ те кӗпесӗр вӗсем, иккӗшӗ те ҫара уран, ҫийӗнчи йӗмӗсене вара йӗм тесе калама та май ҫук, кантраран кӑшт тыттарнӑ ҫӗтӗк таткисем намӑс вырӑна та чиперрӗн хуплаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав телейсӗр ҫынсем ҫирӗп чунлӑ, принциплӑ, убеждениллӗ ҫынсен ячӗпе ҫӳреҫҫӗ… анчах вӗсен убежденийӗ ахаль йӗм кӑна иккенне, хӑйсен кӗлмӗҫле ҫараҫанлӑ чунне витме кирлӗ йӗм анчах иккенне никам та асӑрхасшӑн мар.

Эти несчастные люди именуются людьми твердыми духом, людьми принципов и убеждений… и никто не хочет заметить, что убеждения для них — только штаны, которыми они прикрывают нищенскую наготу своих душ.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫиелтен хура йӗм тӑхӑнать, аялтан — темле ҫыхӑллӑ шурӑ йӗм.

Сверху одевает черные штаны, а снизу какие белые штаны с завязками.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл пурне те тӑрантариччен хӑй пӗр татӑк та ҫимест, пурте йӗм тӑхӑниччен хӑй те йӗм тӑхӑнмасть.

Он не съест куска, пока не накормит всех, не наденет штанов, пока все не будут в штанах.

3 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Том хӑйӗн курткипе йӗмне вӑр-вар хывса пӑрахрӗ, пӗр йӗм кантрине пиҫиххи ҫыхнӑ пек ҫыхса лартрӗ, ҫӗрӗк пӗрене хыҫӗнчи шанкӑ купине салатрӗ те унтан яках мар касса тунӑ ҫӗмренпе ухӑ, йывӑҫ хӗҫ тата шӑвӑҫ труба туртса кӑларчӗ.

Том сбросил куртку и штаны, сделал из подтяжек пояс, разгреб хворост за поваленным деревом и обнаружил там самодельный лук и стрелы, деревянный меч и жестяную трубу.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Дунай тӑрӑхӗнчи авалхи пӑлхарсем ⎼ чӑвашсемпе ҫывӑх хурӑнташлӑ пулнӑ йӑхсем ⎼ ҫӳллӗ конус евӗрлӗ, тӗпеклӗ калпаксемпе ҫӳренӗ, чӗркуҫҫирен иртекен кӗпепе сӑхман, йӗм тата кӗске атӑ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хӗрарӑмсем еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те вӑл, кӗпи аркине ҫӗклесе, йӗм кӗсйинчен шултӑра укҫисене туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав пиртенех ҫӗлетнӗ шалпар кӗске йӗм.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан никам асӑрхаман чухне укҫине кӑларса курасшӑн аллине йӗм кӗсйине чикрӗ те енчӗкне хыпашласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавнашкалах шалпар та кӗске кӑвак йӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑштахран ман пата урине калуш, шупкаланнӑ йӗм те карттус, ҫаннине чавса тӗлӗнче сапланӑ кӗпе тӑхӑннӑ арҫын пырса тӑчӗ те, эпӗ мӗн хушаматлӑ-ятлӑ прораб патӗнче ӗҫленине ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ача чухнех вӗсем пире, Ҫав урока памашкӑн, Йӗм антарса, ӳте-тире Пӗҫертнӗ: «Пӗл, ан ашкӑн!»

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Шкулта чухне пир йӗм тӑхӑннӑ ҫӑпаталлӑ каччӑсене ҫывӑха ямастӑн…»

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арҫын вырӑн ҫинчи хӗрарӑм ҫине пӑхса илчӗ те унӑн сылтӑм алли хӑйпе хӑй йӗм кати патнелле туртӑнчӗ, унтан — пиҫиххи ҫинчи кобурари пистолет патне.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнтах кӗске йӗм тӑхӑннӑ, аллине мороженӑй муклашки тытнӑ арҫын ача сиккелесе иртсе каять.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫамрӑк турра аса илтерекен, вӑрӑм ураллӑ йӗкӗт, ансӑр плавка — пит кӗске йӗм тӑхӑннӑскер, шывран тухсан тӑхӑнмалли халатлӑ ҫинҫешке хӗрпе юнашар тӑрать.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара нумай шухӑшласа тӑмарӗ, пушмакӗсене хывса хулпуҫҫи урлӑ ҫакрӗ, йӗм пӗҫҫисене тавӑрчӗ те хӳме ҫинелле чакаланма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Ҫитет, хам ӗмӗрте пухусенче ларса сахал мар йӗм ҫӗтнӗ!

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех