Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑтсах (тĕпĕ: йӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулӗ тертлӗ пулсан та, Бианкӑна йӑтсах пычӗ-ха Аннушкин.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Станцӑран эпӗ ӑна йӑтсах тухрӑм, унтан ҫӗр ҫине антарса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Арӑмсемсӗр ниҫта та каяймастпӑр эпир, Хӗветӗр, пирӗн вӗсене йӑтсах ҫӳрес пулать, вӗсем пире яшка вӑхӑтра пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ, сӑра туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Хамӑн та пуҫтарма витре йӑтсах тухас…

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вӑл мана йӑтсах каятчӗ пулӗ.

Он, наверно, унес бы меня в своих когтях.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Салтаксем тӗкне ҫӑлман чӑхха йӑтсах тухса кайрӗҫ.

Солдаты захватили с собой недощипанную курицу и ушли.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Хытӑ ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн парӑннӑ «чунгу» ятлӑ хура кӑткӑсем личинкисене, ҫӑмартисене йӑтсах тарнӑ.

Побежденные черные муравьи, «чунгу», после мужественного сопротивления бежали, унося с собой яйца и личинок.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Аллинче унӑн яланах швед сӑмахӗсем ҫырнӑ карточкӑсен ҫыххи, ҫак карточкӑсене Оля уҫӑлса ҫӳренӗ чухне те хӑйпе пӗрле йӑтсах ҫӳрерӗ, четки пекех шутара-шутара пырса, хӑй мӗн пӗлнине тӗрӗслерӗ.

На руке у нее всегда висела связка карточек со шведскими словами, которые она, даже гуляя, перебирала, как четки, и проверяла свои знания.

Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хӗр ҫумне вӑл юпа пекех тӗреннӗ, хӗр вара ӑна утнӑ чухне — уттарса, утайман чухне — йӑтсах пынӑ.

Он почти навалился на нее, и она тащила его во тьме,

6. Хӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Кайран, эпӗ ҫывӑрма кайсан, вӑл та манпа пӗрле ҫуртине йӑтсах пычӗ, мана витсе ячӗ, тӑван анне пекех кӑмӑллӑн пӑхрӗ; мана лайӑх мар пулса кайрӗ, эпӗ ӑна куҫран та пӑхаймарӑм; вӑл манӑн кравать ҫинче ларса тахҫанчченех калаҫрӗ, темиҫе хут та пирӗн Сид мӗн тери лайӑх ача терӗ, ун ҫинчен ниепле те калаҫса тӑранаймасть вӑл, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн: ҫухалса кайман-ши, шыва путман-ши вӑл тесе ыйтать манран, тен, вӑл аманнӑ та халӗ ӑҫта та пулин асапланса выртать пуль, тен, вӗлернӗ ӑна, эпӗ акӑ вӑл ӑҫтине те пӗлместӗп тет… унӑн куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ, эпӗ ӑна темиҫе хут та: «Сида нимӗн те пулман, ирхине вӑл киле таврӑнатех», — терӗм; аппа мана ҫакӑншӑн алӑран ачашласа чуптуса илчӗ, ҫав сӑмахсене тата тепӗр хут калама ыйтрӗ, вӗсене илтсен, ӑна ҫӑмӑлрах тет — питӗ кулянать вӑл.

А потом, когда я лег в постель, она тоже пошла со мной и захватила свою свечку, укрыла меня и ухаживала за мной, как родная мать; мне даже совестно стало, я и в глаза ей смотреть не мог; а она села ко мне на кровать и долго со мной разговаривала: все твердила, какой хороший мальчик наш Сид, и никак не могла про него наговориться, и то и дело спрашивала меня, как я думаю: не заблудился ли он, не ранен ли, а может, утонул, может быть, лежит в эту самую минуту где-нибудь раненый или убитый, а она даже не знает, где он, и тут у нее слезы закапали, а я ей все повторяю, что ничего с Сидом не случилось и к утру он, наверно, вернется домой; а она меня то погладит по руке, а то поцелует, велит повторить это еще раз и еще, потому что ей от этого легче, уж очень она беспокоится.

Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кавӗрлен сӳрӗклӗхӗ ирхи тӗтре пекех сирӗлчӗ, Маюка пилӗкӗнчен ытакласа йӑтсах хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех