Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑтрӗ (тĕпĕ: йӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ик-виҫӗ ҫын алӑ йӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сутмалли ҫур михӗ чухлӗ юлсан, темле вырӑс килсе тухрӗ те, сутлашса-туса тӑмасӑр укҫа шутласа пачӗ, миххи-мӗнӗпех йӑтрӗ те чугун ҫул еннелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук ӑна йӑтрӗ те, ҫын урисем ҫине пусасран сыхланса, машина тӗлне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун юмӑҫ карчӑк виллине, таҫта лектерсе ыраттарасран хӑранӑ пек, упраса йӑтрӗ те алӑк кӗтессинче ларакан кравать ҫине вырттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Атя, эпир ҫӗтӗрлек шӳрпи пӗҫернӗ! — терӗ те матрос ун карҫинккине йӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыйткаласа ҫӳрекене хӑй тӗллӗнех мӗнпур вӑйне пухса йӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан ӑна кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса йӑтрӗ те хӑвӑрттӑн утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килнӗ ҫын кӗҫ лакӑштатрӗ Йӑтрӗ те хӑй милӗкне.

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Ӗнесем валли хатӗрленӗ ҫӗрулмине иртнӗ кӗркунне мӗн чухлӗ йӑтрӗ вӑл килне, э?

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Раман сарай ҫумӗнче типсе кайнӑ сулла асӑрхарӗ, ӑна ҫунтарса ярас мар тесе йӑтрӗ те пӗвене тӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле пепкине йӑтрӗ, хӑйпе юнашар вырттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Упӑшки тепӗр ачине йӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑҫта-ха ман купӑс? — Витя купӑсне йӑтрӗ те туй кӗвви каласа картишнелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Арӑмӗ чӗлӗнсе тухнӑ вакӑрах вутта йӑтрӗ те пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мустайӗ тӑрантас ҫинчен михӗ йӑтрӗ те Униҫҫе карчӑк патне илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл пушмакӗсене йӑтрӗ те ҫӳҫне тирпейлесе пӗтермесӗрех чупса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑштахран Анатолий Семенович чӑнах та анчӑка йӑтрӗ те, амӑшне ертсе, пахчаран тухрӗ, тепӗр виҫӗ минутран ҫитес ҫӗре ҫитрӗ те.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тимуш хӑмасене каштасем ҫумӗнчен хӑйпӑта-хӑйпӑта илсе пӗр ҫӗре купаларӗ, Укаҫ вӗсене мунча патне йӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унтан вӑл ачана йӑтрӗ те пӳрт еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Арӑмӗ персе панӑ пуш витрене йӑтрӗ те Павӑл шыв ӑсма тухрӗ, пусӑ шерпетне мехле-мехлех ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех