Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑтнӑ (тĕпĕ: йӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пиртен инҫех те мар виҫӗ хӗрарӑм тата пӗчӗк ача йӑтнӑ пӗр арҫын тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Тилли юррисенчен тата ҫакӑ курӑнать: Тилли ҫамрӑк чухне шӑлӗпе тулли пӑтавкка ҫыртса йӑтнӑ, ҫӗнӗ сӳс тӑлла ҫыртса татнӑ; унӑн куҫӗ-пуҫӗ тӗлӗнмелле пулнӑ, лашине виҫ ҫухрӑмран палланӑ, тинкерсессӗн — йывӑҫа хӑртнӑ, кӑнтӑрла ҫӑлтӑр курнӑ (ку тӗлӗшпе вӑл чӑнахах та «хурчӑкапа тан» пулнӑ).

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Сахал мар кумрӗҫ ачасем каллӗ-маллӗ машин ҫине ҫӗр улми йӑтнӑ май.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пуртӑ, пакур, витре йӑтнӑ ҫынсем чупкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑматан, хутаҫ тата темтепӗр йӑтнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем сулхӑналла тирексем айнелле шӑвӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Картишне чӑматан йӑтнӑ ҫын кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тулли михӗ йӑтнӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пус хапхинчен кӗтӗм те тулли михӗ йӑтнӑ пӗр этем тӑкӑрлӑкпа чупса пынине курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку крючник пӗр вӑхӑтрах тӑватӑ михӗ йӑтнӑ — иккӗшне подушки ҫине хунӑ, иккӗшне хул хушшине хӗстернӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑтӑр пӑтлӑ ещӗк йӑтнӑ! — утнӑ ҫӗртех хуравларӗ Богданов.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗске ҫанӑллӑ симӗс те хӗрлӗ тӗслӗ пысӑк чечеклӗ сатинран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑннӑ, пӗчӗк сумкине хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑ, пысӑккине сылтӑм аллипе йӑтнӑ, вӑтам пӳллӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ яштака хӗр пӗр хутлӑ, ҫурма хыр пӗренисенчен купаланӑ пилӗк стеналлӑ ҫурт патне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Акӑ пӗчӗк хӗрлӗ ялав йӑтнӑ ҫамрӑк таҫта васкать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Малтан михӗ йӑтнӑ Женя Рябина, ун хыҫӗнчен Иван кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Кӗме ирӗк панине кӗтмесӗрех алӑк уҫӑлса каять те пӳлӗме канистра шыв йӑтнӑ Михха мучи кӗрсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл тимӗр хӗҫ йӑтнӑ, вӑл пӗчченех, Тишле юлташӗпе кӑна тӑрса юлнӑ…

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кашни витре йӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫак чӑматансем, рюкзаксем, ҫыхӑсем йӑтнӑ ҫынсем те ҫухалаҫҫӗ, терӗ вӑл, вӗсем, яланхи пекех, хӑйсем кашни кун урамра тӗл пулни хула ҫыннисем, хӑйсен ӗҫӗсемпе лӑпкӑн каякан, унтан киле таврӑнакан, ҫутӑ ҫутакан, радио итлекен ҫынсем пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр ҫыхӑ кӗнеке, пысӑк пукане йӑтнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑть пӗчӗк ачана йӑтнӑ пек утюкка туса ҫӳре.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗри чунлӑ Морев Иван йӑхӗсем патшана хирӗҫ пуртӑ-чукмар, сенӗк-ҫава йӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех