Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑтни (тĕпĕ: йӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хула хушшинче ҫӳреме килӗшӳсӗр вӑрӑм сӑхман тӑхӑннӑ ҫын темле пысӑк ещӗк йӑтни, ун хыҫҫӑн крючниксем кӗпӗрленсе пыни пристань ҫинчи пассажирсене те куҫ хывтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав курӑк миххине йӑтни аса килчӗ Ванюка.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Арҫынсем бригадирсенчен ирӗк ыйтса лавкана эрех илме чупрӗҫ, часах темиҫе ҫӗрте виҫҫӗн-тӑваттӑн е ҫиччӗн-саккӑрӑн черккесем йӑтни курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юмансар тӗлӗнчи ҫулсене курӑк хуплайман-ха, анчах вӗсем тӑрӑх пӗр ҫын та хул пуҫҫи ҫине кӗсмен хурса е атма-сӗреке йӑтса чупса анмасть ӗнтӗ, хӗрарӑмсем йывӑр чӗрессемпе шыв йӑтни е лапчӑк тукмакпа ҫат-ҫат! ҫапса кӗпе ҫуни те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яла пырса кӗнӗ май мӑкаҫи кӗлечӗ умӗнче ҫынсем тырӑ миххисене виҫе-виҫе йӑтни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ашшӗ-амӑшӗ те витӗм кӳрет, вӗсем штанга йӑтни сиен кӳрет тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Родители считают, что штанга вредна.

Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.

— Эпир айлам вырӑнсене ҫемҫетрӗмӗр, сӑрт айккине ҫемҫетесси вӑл — алапа шыв йӑтни кӑна.

— Мы низины подрыхлили, а косогор рыхлить — решетом воду носить.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех