Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑрхахра (тĕпĕ: йӑрхах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл йӑрхахра ҫакӑнса тӑракан хысне илсе тумланчӗ те, утнӑ ҫӗртех тӳмисене тӳмелесе, хушса хӑварчӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнерхи ӗҫкӗ хыҫҫӑн пӳртне те тирпейлеме ӗлкӗреймен-мӗн-ха, урайӗ хура, сӗтел ҫинче пуҫтарман чашӑк-тирек; йӑрхахра манса хӑварнӑ ҫелӗк купи.

В доме после вчерашней пирушки было не прибрано: пол грязный, на столе немытая посуда, пустые бутылки; на деревянном крюке висят забытые шапки гостей.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсен вӑййине Лещенко штабс-капитан, хӗрӗх пиллӗксенчи ытла кичем ҫын, хӑйӗн пӗр сӑнӗпеленех те тӗксӗмлӗхе кӗртсе ӳкерме пултараканскер, чӳрече янахӗ ҫине вырнаҫнӑ та, пӑхса ларать; питӗнче те, кӗлеткинче те унӑн пӗтӗмпех чи-чи шанчӑксӑр меланхолипеле аялалла усӑнса ҫакӑннӑ: усӑннӑ, пӑрӑҫ хутаҫӗ пек, тӑсмака, ашлӑ, хӗрлӗ те лӗнчешке сӑмси; янах тарана ҫити уртӑннӑ ик ҫинҫе хӑмӑр ҫип евӗр мӑйӑхӗ; куҫӗ харшисем сӑмса тӗпӗнчен пуҫланнӑ та тӑнлав патне тӑсӑлса аннӑ, вӗсем вара ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех йӗнӗ сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ; мӗн унта, кивӗ сюртукӗ те пулин унӑн сӗвек хулпуҫҫийӗсемпе путса кӗнӗ кӑкӑрӗ ҫинче, йӑрхахра чухнехи евӗр, шалпаррӑн лӑпӑштатса тӑрать.

На их игру глядел, сидя на подоконнике, штабс-капитан Лещенко, унылый человек сорока пяти лет, способный одним своим видом навести тоску; все у него в лице и фигуре висело вниз с видом самой безнадежной меланхолии: висел вниз, точно стручок перца, длинный, мясистый, красный и дряблый нос; свисали до подбородка двумя тонкими бурыми нитками усы; брови спускались от переносья вниз к вискам, придавая его глазам вечно плаксивое выражение; даже старенький сюртук болтался на его покатых плечах и впалой груди, как на вешалке.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӑрах аллипе вӑл йӑрхахра ҫакӑнса тӑракан кантрана ярса илчӗ, тепринпе Рачкона юпа ҫумне хӗстерчӗ.

И, сняв одной рукой веревку, висевшую на гвозде, Огнянов другой рукой прижал Рачко к столбу.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех