Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑпанса (тĕпĕ: йӑпан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл унпа йӑпанса ҫунат хушрӗ, вӑй илчӗ, унӑн тӗксӗмленнӗ сӑнӗ-пичӗ ҫуталчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Салтак, те ытла васканипе, те хӑйне епле кӗтсе илессипе йӑпанса пырса, тӑван килтен иртсех кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Унтан тӑрса ҫӳлӗк ҫинчен кӗнеке илчӗ, унпа, питӗ интереслӗ пек, йӑпанса вӑхӑта кӗскетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Мана халь пыра та парать, йӑпанса пурӑнма арӑм вырӑнне…

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна пӑхса ҫеҫ йӑпанса пурӑнаттӑм.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Йытӑпа йӑпанса, ӗҫ-пуҫ ҫинчен сӑмахласа, тепӗр чухне эпир виҫӗ сехет таранах уткаласа ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ачасемпе, мӑнуксемпе, вӗсен ачисемпе йӑпанса, кӑмӑла ҫавӑрса пурӑнасчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Лида патӗнче вӑл, ун ҫумӗнче йӑпанса выртать пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак кун эсӗ пуш-пушӑ, темӗн тума та пултаратӑн: кӑмӑл туличчен ҫемҫе вырӑн ҫинче йӑпанса выртма та; кирек ӑҫта тухса ҫӳреме те.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хусан вӑрҫи хыҫҫӑн воевода ӑна кунта илсе килнӗ, халӗ вӑл ҫывӑхри ялсенче вак-тӗвек суту-илӳпе йӑпанса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливана хӑй тӗллӗн тӗрлӗ шухӑшпа йӑпанса пыма майлӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватӑлас енне кайсан ҫын аса илӳсемпе ытларах йӑпанса пурӑнать иккен.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун хыҫҫӑн Сафа-Гирейӗн сунара ҫӳреме те, хӑнасемпе йӑпанса ларма та вӑхӑт пулмарӗ: хан вӑрҫа хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атя, ашшӗ ҫилленмесен йӑпанса ҫӳретӗрех тет.

Всячески спасает от отцовского гнева.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сайра-сайра-а хушӑра кӑна чӗре тӳлек уҫланка пырса тухать, хӗвел ӑшшипе йӑпанса пӑхать.

Лишь изредка проглядывает тропинка, согретая солнышком.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӑнуксемпе килте йӑпанса ларасси ҫинчен мар, ҫӗнӗ вӑрҫӑ ҫинчен шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялан ӗҫкӗпе йӑпанса ҫитет.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара Сарпике йӑпанса ҫывӑрса каять.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ӗлӗк эп Туканашпа йӑпанса пурӑнаттӑм.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗтӗмпех Петрония валли, — йӑпанса мӑкӑртаткаларӗ Вейс.

— Все для Петронии, — пробормотал, тешась, Вейс.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех