Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑпанмасӑр (тĕпĕ: йӑпан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е каҫпа ҫурта ҫутинче хӑвӑн пӳлӗмӗнте ларатӑн; ҫурта ҫунӑкне хырма е пукан ҫинче тӳрленерех ларма сасартӑк пӗр самантлӑха вуламашкӑн чарӑнатӑн та ун-кун пӑхса илетӗн; алӑксем патӗнче, кӗтессенче пур ҫӗрте те тӗттӗм, ҫуртра ним сас-хура та ҫук, — ҫак шӑплӑха тӑнламасӑр, уҫнӑ алӑк витӗр тӗттӗм пӳлӗм сӗмлӗхнелле тинкермесӗр, вӑрахчен ним хусканми ларса йӑпанмасӑр е аяла анса мӗнпур пушӑ пӳлӗмсене кӗрсе пӑхкаласа ҫӳремесӗр ниепле те чӑтма ҫук.

Или вечером сидишь один с сальной свечой в своей комнате; вдруг на секунду, чтоб снять со свечи или поправиться на стуле, отрываешься от книги и видишь, что везде в дверях, по углам темно, и слышишь, что везде в доме тихо, — опять невозможно не остановиться и не слушать этой тишины, и не смотреть на этот мрак отворенной двери в темную комнату, и долго-долго не пробыть в неподвижном положении или не пойти вниз и не пройти по всем пустым комнатам.

IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унта вӑл ниҫта тухса ҫӳремесӗр, искусствӑсӑр пуҫне урӑх нимӗнпе те йӑпанмасӑр ӗҫленӗ.

Там как отшельник погрузился он в труд и в неразвлекаемые ничем занятия.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех