Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑнӑшӗсене (тĕпĕ: йӑнӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Д. Месарошпа Х. Паасонен кӗнекисенчен илнӗ юмахсене эпир корректура йӑнӑшӗсене ҫеҫ тӳрлетсе пичетлесшӗнччӗ.

что при переиздании сказок из книг Д. Месароша и Х. Паасонена вначале планировали делать лишь корректурные правки,

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Пӗр-пӗрин йӑнӑшӗсене, ҫитменлӗхӗсене малтанах, юсама майӗ пур чух, асӑрханӑ пулӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Айӑплӑ сотрудниксем, айӑплӑ управляющи компанисем хӑйсен йӑнӑшӗсене тӳрлетӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ лини ирттерчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60452

Подрячик ҫак ӗҫсене, хӑйӗн йӑнӑшӗсене 3 эрне хушшинче тӳрлетсе май уйӑхӗнче ҫак объекта ӗҫе кӗртме шантарать.

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Ҫапла пӗр-пӗрин йӑнӑшӗсене вӑхӑтра тӳрлетсе пырсан, ман шутпа, тем пек йывӑр ҫул та кӗскелӗ, ҫӑмӑлланӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӑйӗн йӑнӑшӗсене йышӑннӑ май, Мироновӑна юлашки хут асӑрхаттарса ҫав ӗҫрех хӑварас, ӗҫ дисциплинине тепре пӑссанах, ӗҫрен хӑтармалла тӑвас».

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ вӗсен йӑнӑшӗсене, вӗсем халлӗхе кӗрешӳре ҫирӗпленсех ҫитейменнине йӑлтах курса тӑтӑм, анчах манӑн кунта хушша кӗме юраманччӗ.

Видел я их ошибки, видел, что нет еще у них закалки, да нельзя мне было вмешиваться.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах унӑн йӑнӑшӗсене пурпӗрех кӑтартмалла вӗт-ха?

Но нужно же было указать ему на его ошибки!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Старик кӗрешекенсем тавра пӗчӗк ача евӗр хыпӑнса чупкаласа ҫӳрерӗ, вӗсен йӑнӑшӗсене курса, канашсем пачӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Медицина йӑнӑшӗсене суд кодексӗпе виҫме ҫук: пурне те пӗлсе ҫитереймест этем ӑсӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗшеннине туймасӑр пӳртре кумать те кумать, хӑвӑрт тата вӗчӗрхенчӗклӗн калаҫать, хирӗҫленине йышӑнмасть, харӑсах нумай-нумай япала пирки ыйтать, тарҫӑсем хӑйсене хӑйсем хирӗҫленине тата вӗсен йӑнӑшӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.

Не чувствуя утомления, она сновала по дому, говоря быстро и раздражительно, не слушая возражений, спрашивая о множестве вещей сразу, уличая прислугу в противоречии и ошибках.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пӗрлехи камерӑсенче ларуҫӑсен хӑйсен ҫӑлӑнӑвӗн тӗшмӗртӗвне ыттисемпе пайлама май пур хӑть; пӗри ҫакна пӗлет, тепри — ҫавна, шанӑҫӗсене пӗр-пӗринпе сӳтсе явни пурнӑҫлайми ӗмӗте те логика тӗлӗшӗнчен тӳрлетсе ҫитерме, хушма-улӑштарма пулӑшать; критикӑпа оптимизм ӗҫленин иллюзине карталаҫҫӗ; анчах пӗчченҫӗ арестант яланах хӑйӗнпе хӑй кӑна, унӑн арпашӑвӗсемпе йӑнӑшӗсене никам та шутлавпа тӳрлетеймест.

Заключенные общих камер имеют хотя бы возможность делиться своими соображениями: один знает то, другой — это, взаимное обсуждение шансов делает даже невыполнимый замысел предметом, доступным логическому исправлению, дополнению; критика и оптимизм создают иллюзию действия; но одиночный арестант всегда только сам с собой, его заблуждения и ошибки в расчетах исправлять некому.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӑйсен йӑнӑшӗсене таса кӑмӑлпа йышӑнсан, малашне тӳрӗ пулма сӑмах парсан, хӑйсен ҫӗрӗ ҫинчех ӗҫлесе пурӑнччӑр.

Если честно признают свои ошибки и дадут слово исправиться, пусть обрабатывают землю, которую им выделили.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах хӑйӗн йӑнӑшӗсене йышӑнма вӑл, епле калас, яланах резерв хӑварать.

Но для признания своих ошибок он всегда оставляет, так сказать, резервы.

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Калаҫатӑр унпа эсир, хӗрхенсе унӑн хутне кӗретӗр, тӳррипе каласан, ун йӑнӑшӗсене каҫаратӑр, вӗсем унӑн ӳссех пыраҫҫӗ авӑ, ҫумӑр хыҫҫӑн кӑмпа ӳснӗ пек.

Беседуете с ним, нянчитесь, фактически прощаете ошибки, а они растут, как грибы после дождя.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Сӑмахсенчи сиктерсе хӑварнӑ саспаллисене вӑл юлашкинчен тӗрӗсех ҫырнӑ, мӗншӗн тесен эпӗ вӗсене асӑрхаса пытӑм, йӑнӑшӗсене вӑл кӗнеке ҫинчен ҫырса илнӗ чух тунӑ.

Пропущенные буквы в словах он написал в конце концов правильно, потому что я за этим следил, а ошибок наделал просто при списывании.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Чӑн-чӑн тус ҫирӗп ҫын пулма тивӗҫ, вӑл хӑй юлташӗн йӑнӑшӗсене, ҫитменлӗхӗсене ан каҫартӑр.

Настоящий друг должен быть требовательным.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Комитетӑн ҫав кичем ларӑвӗсенче хӑвӑр юлташӑрсен йӑнӑшӗсене эсир пуринчен малтан асӑрхатӑр.

На этих томительных комитетских собраниях вы всегда обнаруживаете слабые стороны логики всех их участников.

IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Тополев инженер хӑшпӗр тӗлте Ковшовӑн йӑнӑшӗсене тӳрлетме пултарнӑ, анчах вӑл вӗсене тӳрлетмен.

Он, инженер Тополев, кое в чем мог бы поправить Ковшова — и не поправлял его.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫав йывӑр самантра Константина пулӑшас вырӑнне, лӑпкӑн, пӗр пӑлханмасӑр унӑн йӑнӑшӗсене тӳрлетсе тӳрӗ ҫул ҫине кӑларас вырӑнне, вӑл ӑна хӑйӗнчен аяккалла пӑрса, хӑваласа ячӗ.

В те минуты, когда он нуждался в поддержке, когда нужно было спокойно, не горячась, направить Константина, научить, — она просто-напросто оттолкнула, выгнала его.

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех