Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑнӑшусене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек чухне малтанах: аслати часах иртсе каять, пуҫлӑх кӑшкӑрса тӑранать те унтан, эсӗ хӑвна ӳпкеленине, хӑвӑн йӑнӑшусене ӑнланса илнӗ пек кӑтартсан, сана ҫиленме пӑрахса хӗрхенме пуҫлать.

В таких случаях можно было заранее сказать, что гроза ненадолго, начальство выкричится, а потом обязательно сменит гнев на милость, особенно если ты будешь слушать упреки с видом человека, познавшего свои заблуждения и ошибки.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эсӗ хӑвӑн йӑнӑшусене ӑнланнӑ пулсан тата вӗсене чӑннипех тӳрлетес тетӗн пулсан, ан вӗрилен, ан мухтан, хӑвна пысӑка ан хур, ӗҫле…

Если ты понял свои ошибки и всерьез хочешь их исправить, не горячись и не выхваляйся, не якай, а делай…

XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Малтанлӑха таса мар пурнӑҫпа пурӑнма май пулсанччӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн, хӑвӑн йӑнӑшусене пӗтӗмпех ӑнланса илсен, таса пурнӑҫпа пурӑнма пуҫласчӗ — шухӑшларӗ вӑл, таса марри ҫине тата халь ҫеҫ тепӗр хут ҫырнӑ хут листисем ҫине пӑхкаласа.

«Вот если бы можно было сперва прожить жизнь черновую, а после этого, увидев и осознав все свои ошибки, начать жить набело, — думал он, поглядывая на грязный и на чистый, только что переписанный лист.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Хӑвӑн йӑнӑшусене, йышӑнни аван вӑл, намӑсна пӗтӗмпех ҫухатман пулмалла-ха, анчах ҫакӑнтан ни комсомол ӳсмен сирӗн, ни вутӑ хутшӑнман учителӗн…

— Все это хорошо, что ты и ошибки свои признаешь, и стыд, как видно, еще не совсем потерял, однако ни комсомол ото всего этого у вас не вырос, ни дровишек у учителя не прибавилось…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Апла, санӑн шухӑшупа, статья тӗрӗс мар пулсан, хӑш йӑнӑшусене йышӑнтӑн-ха эсӗ?

Тогда какие же ты ошибки признаешь, если статья, по-твоему, неправильная?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗрре эсӗ хӑвӑн йӑнӑшусене йышӑнатӑп тетӗн, ҫавӑнтах тата статья тӗрӗс мар тесе хуратӑн.

То ты говоришь, что ошибки свои признаешь, а следом за этим заявляешь, что статья неправильная.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хӑвӑн йӑнӑшусене йышӑнатӑн-и тата?

— А ошибки свои признаешь?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех