Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑмӑхтарнипе (тĕпĕ: йӑмӑхтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел йӑмӑхтарнипе хӑй умӗнче кам-кам тӑнине те лайӑх палласа илеймерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Будкӑран Петюк Петти тухрӗ, хӗвел йӑмӑхтарнипе куҫне сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗксӗм ҫӗртен тухнӑ хыҫҫӑн шурӑ юр ҫинче йӑлтӑртатса тӑракан хӗвел ҫути куҫа йӑмӑхтарнипе вӗсем куҫӗсене хӗссе илчӗҫ.

Блеск солнца на снегу, нестерпимый после полутьмы, заставил их зажмуриться.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ачасем курӑк ҫине ларса лӑпланчӗҫ те, хӗвел йӑмӑхтарнипе куҫӗсене хупкаласа, нумайччен нимӗн шарламасӑр выртрӗҫ.

Опустившись на траву, ребята притихли и, щурясь от солнца, лежали долго и молча.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Шарсем йӑлтӑртатнипе лашан куҫӗ туртса ыратрӗ, ҫутӑ йӑмӑхтарнипе куҫҫулӗ йӑпӑртатса юхрӗ.

Зрение коня страдало от блеска шаров, конские глаза, пораженные светом, истекали слезами.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хунар ҫути куҫне йӑмӑхтарнипе вӑл самантлӑха куҫне хӗсрӗ, анчах ҫавӑнтах Шустовпа Колышкин партизансене тата икӗ палланӑ ҫынна асӑрхарӗ.

Свет фонаря на мгновение ослепил его, он зажмурился, но тут же разглядел партизан Шустова, Колышкина и еще двух, уже знакомых.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех