Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пире тата тепӗр тӗлӗнмелле сӑнав тума май пулчӗ: кунти тӳпере ҫӑлтӑрсем чӑл-чӑл туса йӑлтӑртатмаҫҫӗ — вӗсен урлӑшне виҫме те май ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем ҫав тери пӗчӗк ҫутӑ пӑнчӑ евӗр туйӑнаҫҫӗ.
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пирӗннисен пакунсем йӑлтӑртатмаҫҫӗ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Ан тив, теттесем питех илемлӗ марскерсем пулччӑр; ан тив, ҫӗтӗк-ҫурӑксенчен ҫӗленӗ куянсен кушак евӗрлӗ пулччӑр; ан тив, пур пуканесем те пӗр сӑнарлӑ — тӳрӗ сӑмсаллӑ та чармак куҫлӑ — пулччӑр; кӗмӗл хутпа чӗркенӗ чӑрӑш йӗкелӗсем ҫӳхе кӗленчерен тунӑ теттисем пекех йӑлтӑртатмаҫҫӗ, анчах ун вырӑнне ҫакӑн пек хитре ёлка Мускавра та, паллах, никамӑн та пулман.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Унӑн тӗтре хупласа илнӗ хура куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатмаҫҫӗ, анчах вӗсем сирсе сирӗлми чун асапӗпе, сӑмахсӑр йӑлӑнупа тулнӑ та, Дуняшка, самантлӑха чарӑнса, хӑй те сисмесӗр, ним шутламан ҫӗртен каларӗ:
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫак сехетре мӗн ҫине пӑхатӑн, пурте чӑн-чӑн та илемлӗ картина пек курӑнать: хӗвел пайӑркисем йывӑҫсене ҫап-ҫутӑн ҫутатнипе ҫулҫӑсем те хӑйсем витӗр ҫип пек ҫинҫе ҫутӑ пайӑркисене ҫӗр ҫине яраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем халӗ ирхи сывлӑм тумламӗсемсӗр тӑрса юлнӑ та, йӑлтӑртатмаҫҫӗ; машинасем — кунта легковойсем те, грузовиксем те пур — лаша транспортӗнчен чылай инҫене икӗ рете ларса тухнӑ, шоферсем, хӑйсен йӑлипе пӗр ушкӑна пухӑнса тем ҫинчен питех те шакӑлтатса калаҫаҫҫӗ; кучерсен яланах ҫавӑн пек; хӑйсен ӗҫӗсем, хӑйсен интересӗсем пур — Дорофей вӗсен пуҫлӑхӗ, пурте вӗсем чикарккӑ туртаҫҫӗ, машинӑсем хӑваласа иртнӗ эпир пӗлекен ҫӳрен ӑйӑрсене тимлесех сӑнаҫҫӗ, — хӑйсемпе юнашар тӑракан лашасем ҫине пӑхмасӑр апат ҫиччӗр тесе, вӗсене айккинерех тӑратнӑ тачанка ҫумне кӑкарнӑ; тикӗт сӗрнӗ атӑ тӗсӗ кайнӑ лампассемлӗ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫийӗнчи тӑвӑртарах пиншакӑн тӳмисене пурне те тӳмеленӗ Тутаринов старик Никита Мальцевпа тата Стефан Петрович Рагулинпа тем ҫинчен калаҫать; вӑхӑт-вӑхӑтпа площадьре тытӑнчӑклӑрах сасӑ янӑраса каять: «Электричество пысӑк вӑй пулса тӑнине сирӗн ӑнланмалла ӗнтӗ!» — ку Прохор Ненашев хӑй пекех электриксене темскер ӑнлантарса парать; Илья Стегачев, пухӑва килнӗ кашни ҫынна сывлӑх сунать, хӑнасене типографи краски шӑршинчен те тасалса ҫитеймен ҫӗнӗ хаҫат парать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кулӑ илтӗнмест, хаваслӑ калаҫу ҫук, куҫсем йӑлтӑртатмаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
- 1