Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑртатаҫҫӗ (тĕпĕ: йӑлтӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурӑ пир анлӑшӗнче ҫутӑ кӑвак, шурӑ тата ылтӑн тӗслӗ вӗт шӑрҫасем йӑлтӑртатаҫҫӗ, шӑрҫапа кӗмӗл тенкӗсенчен пухнӑ капӑрсем ялкӑшса вылянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӗсен ылтӑн тӗслӗ сарӑ улмисем тӗксӗм-симӗс ҫулҫӑсем хушшинче хӗвелпе вут ҫутисем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Золотистые и желтые плоды их, как огоньки, сверкают на солнце среди темнозеленой листвы.

Вӑтам тӑрӑхӑн ӑшӑ пайӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тӗмескесем ҫинче морошка чечекӗсем шурӑ ҫӑлтӑрсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, шыв хӗрринче незабудка чечексем кӑваккӑн курӑнса лараҫҫӗ.

По кочкам, как белые звездочки, сверкают цветы морошки, у самой воды густо синеют незабудки.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсен ҫарамас ӳчӗсем вут ҫути ҫинче йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Их голые тела блестят от пламени костра.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӑвайт ҫутинче унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗрарӑмӗ ҫамрӑках мар, унӑн ҫӳҫӗ хушшинче кӗмӗл пайӑркасем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӳпере ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Никель витнӗ пралук пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн хӑрӑмлӑ питне куҫҫуль пӗрчисем йӗрлесе пӗтернӗ, мӑйӑхӗ ҫинче куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫыру ҫине куҫҫуль тумламӗсем пат! пат! ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Куҫ харшийӗсем пушшех те ҫутӑ, — ҫыпӑҫтарса лартнӑ ытлашши, килӗшмен, ют япаласем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӳҫӗ халех тӑкӑнса пӗтнӗ, ӗнси ҫинче ҫеҫ ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн типсе ҫитме ӗлкӗреймен йӗпкӗн хура кӑтрашкасем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсем хушшинчи сервантра ылтӑн-кӗмӗлпе илемлетнӗ сервизсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сӑввисене Нямуков — Авангард Куҫми Европӑна ҫывӑх пулас тесе Дунай, Вӑтаҫӗр тинӗсӗ е Атлантика океанӗ ҫинчен ҫырать, хутран-ситрен ҫӑлтӑрсем ҫинчен те шӑрантарать, мӗншӗн тесен вӗсем сӗм ҫӗрле пӗрпӗр Ҫӑкасарпа Юманкасси е Парижпа Лондон тӳпинче те пӗр пекех йӑлтӑртатаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗвел хула хӗрринчи кирпӗч завочӗн трубисем патне ҫити аннӑ, Алексей хваттерӗн кантӑкӗсем хӗрлӗ ҫутӑ ӳкнипе пушар чухнехи пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ӑҫта килчӗ унта ҫутӑсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, пӗчӗк буксирсем кӑшкӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тӑрӑскерсем, тӑрна куҫӗ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Библиотека чӳречисем йӑлтӑр-ялтӑр йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Куҫӗсем шӑрҫа пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Витрина ҫинче тӗрлӗрен эрех кӗленчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Мӗне пӗлтерет ку, мӗне пӗлтерет? — шухӑш хыҫҫӑн шухӑш ҫаврӑнать Тарас пуҫӗнче, унӑн пит-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерет, ҫамки ҫинче тар пӗрчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Вӗсем, тен, халь манран кулса лараҫҫӗ пуль?» — пӑшӑрханать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех