Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ултавран пирӗн фельдфебель тенӗскер те айккинче юлмастчӗ пулмалла, алли пӳрнисенче ылтӑн ҫӗрӗсем йӑлтӑртататчӗҫ.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ку ҫаккинчен татӑлса ӳкнӗ шуҫран тунӑ хӗрлӗ ҫӑлтӑр палли пулчӗ-мӗн: ҫав пит илемлех тавайман хӗрлӗ ҫӑлтӑр паллисем вунсаккӑрмӗш ҫулта красноармеецсен ҫӗлӗкӗсем ҫинче, рабочисен тата большевиксен блузисем ҫинче вут-хӗлхем евӗрлӗ йӑлтӑртататчӗҫ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хулана хӑпарса канмалли ансӑр ҫул ҫинче хунар ҫуттисем йӑлтӑртататчӗҫ, пурне те витӗрех пӗлсе тӑраттӑм.По узкому въезду в город вспыхивали фонари, всё было насквозь знакомо.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫемҫе те хитре сӗтел-пукан нумай ларнӑран пӳлӗмӗнче, кайӑк йӑвинчи пек, тӑвӑрччӗ, чӳречисене чечексен ҫӑра симӗс ҫулҫисем картласа ишнӗ, тӗттӗмрех ҫӗрте кӑмакан юр пек шурӑ изразцисем йӑлтӑртататчӗҫ, кӑмакапа юнашар хура рояль йӑлкӑшса ларатчӗ, стенасем ҫинчен тата рамӑсен тӗксӗм ылтӑнӗ ӑшӗнчен темле хурарах тӗслӗ хутсем пӑхса тӑратчӗҫ, славян ҫырӑвӗн шултра саспаллийӗсем унта чалӑшшӑн сапаланса пӗтнӗччӗ, тата кашни хучӗ айӗнче те кантра ҫинче тӗксӗм те пысӑк пичет ҫакӑнса тӑратчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн тем пысӑкӑш хура куҫӗсем хӗвелтухӑҫ енчи ачашлӑхпа мар, темле траурла, шанчӑксӑррӑн йӑлтӑртататчӗҫ; вӗсенче ялкӑшакан хӗлхем ӑна ҫунтарса янӑн туйӑнчӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Унӑн куҫӗсем унчченхи пекех, май уйӑхӗнче ӳснӗ ҫеҫенхирти чечексем пек, илемлӗн те ҫуттӑн йӑлтӑртататчӗҫ, куҫӗсемпе вӑл ачашшӑн пӑхса ӑшӑтсан мӗнпур усал-тӗсел шухӑшсене мансах каятӑн.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӗлӗк чух хунта лавсем нӑчӑртатса тӑратчӗҫ, ҫынсем тӗркӗшетчӗҫ, тӗрткеленетчӗҫ; йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбуз куписем пӑсланакан ӑшӑ аш-какай сӑрчӗсемпе юнашар мӑкӑрӑлса тӑратчӗҫ; чӳлмексем сутакан ретре шӑратса якатнӑ макитрӑсем, глечиксем, кӑкшӑмсем йӑлтӑртататчӗҫ; вылямалли япаласем сутакан хӑйӗн шӑхличӗсене темӗн тӗрлӗ шӑхӑртатчӗ, — вӑл музыка пасар шавне кӗрсе хутшӑнатчӗ, тата пур шавсене, сассене, шӑхӑрнисемпе чӗриклетнисене хупласа, пасарти кайӑк-кӗшӗк ретӗнчи автансен калама ҫук савӑнӑҫлӑ, каҫса кайса кӑшкӑрнӑ сасси кӗрлесе тӑратчӗ, — автансӑр пасар та ҫук ҫав.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Юлашки хут Катьӑпа курнӑҫнӑранпа унӑн чӗри темӗн пӑшӑрхана пуҫларӗ; хӗрӗн пичӗ-куҫӗ шурса кайнӑччӗ, куҫӗсем те сенкеррӗн мар, темле кӑваккӑн йӑлтӑртататчӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чӳречесене акӑ ҫакӑн пекех яри уҫса пӑрахнӑччӗ, йывӑҫ ҫулҫисем чӗтресе йӑлтӑртататчӗҫ, анчах ун чухне пӳрт умӗнчи сад ҫийӗнче хӗвел марччӗ, уйӑх пӑхатчӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1