Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлапа (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрла иртсен ун патне юлташла суд председателӗ пырса кайнӑ, яланхи йӑлапа унтан канаш ыйтнӑ: кӳршисене айӑпсӑрах кӳрентерсе пурӑнакан Хура Тимӗре мӗн тумалла-ши?

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Митинг вӗҫленнӗ хыҫҫӑн йӑлапа афганецсем ҫар комиссариачӗпе район администрацийӗн представителӗсемпе пӗрле Марсель Кашаповӑн, Владимир Исаевӑн тата Владимир Яковлевӑн интернационаллӑ тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫне хунӑ ҫынсен вилтӑприсем ҫине пуҫ кӑшӑлӗсем хума Дюсяна, Егоровкӑна тата Вишневкӑна кайнӑ.

По традиции после завершения митинга воины-афганцы вместе с представителями военного комиссариата и администрации района выехали в Дюсяново, Егоровку и Вишневку, чтобы возложить венки к могилам павших при исполнении интернационального долга Марселя Кашапова, Владимира Исаева и Владимира Яковлева.

Пишпӳлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... un-3646508

- Ҫак пысӑк та мӑнаҫлӑ мероприятире яланхи йӑлапа ҫулталӑкри ӗҫсене пӗтӗмлететпӗр, ҫавӑн пекех малашлӑх тӗллевӗсене лартатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3637104

Нацилӗх вӑл — пӗтӗм халӑх пурнӑҫӗ, пурнӑҫ вӑл — политикӑпа хуҫалӑх, йӑлапа культура.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ку сӑмахсене вилнисен ятне мухтас йӑлапа каламастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Ваше сиятельство, пирӗн йӑлапа, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса иртнӗшӗн савӑнса, сире хам патӑмра хӑна тумаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, ҫук, Матрена Игнатьевна, пирӗн йӑлапа кунашкал тумаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫессине те пирӗн йӑлапа ӗҫетпӗр!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ ҫӗрте пӗрремӗш хут ӗҫ укҫи илсен яланхи йӑлапа коллектива хӑналамалла.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хӗрарӑма е хӗр упраҫа пит хисепе хурасшӑнах мар, кив йӑлапа, авалхилле пурӑнасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Канмалли кун пулсан та, хӑнӑхнӑ йӑлапа, ултӑ сехет ҫитичченех вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ермолай Кузнецов чӳрече патне пычӗ те ӗлӗкхи йӑлапа кӗлтӑвас тесе Таса Георгий чиркӗвӗн ылтӑнланӑ тӑррине шырама тытӑнчӗ, йӳҫӗклӗн аса илсе хӑйӗнчен хӑй кулса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗлӗкрен пынӑ йӑлапа хырӑм ӳксен ача пулассине ҫын сӑнӗ кӗнӗ пулсан ӑна масара пытараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн авалтан килекен йӑлапа килӗшӳллӗн пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Халичченхи йӑлапа урама тухнӑ хурсем ӑҫтине вара ниепле те чухласа илме ҫук.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун чухнехи йӑлапа, сентябрь пуҫламӑшӗнчи вырсарникун МЮД уявӗ пулса иртетчӗ — Пӗтӗм Тӗнчери Ҫамрӑксен Кунӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хӑнасем кӑшт хӗрсенех пире леш ӗмӗрхи йӑлапа чуптутарма тытӑнчӗҫ: «Йӳҫӗ! Йӳҫӗ!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Калаҫнӑ чух хӗрсе каять те яшлӑхран юлнӑ йӑлапа вӑрт-варт пӑркаланса илме хӑтланать, анчах шӑмшакӗ те, алли-ури те ӑна текех итлесшӗнех мар ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ырӑ йӑлапа ҫав кун ака-суха ӗҫӗсене пӗтӗмлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Унчченхи йӑлапа ҫырса ятӑм та… ӳкӗнсе ҫӳрерӗм.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех