Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче, кӑнтӑр тӗлӗнче, тӗрӗлтетсе, шӗкӗлтетсе, пуш сӑмах «кӗрпи сапалакаласа», ҫитрӗмӗр эпир тӑваттӑн (кӗре сӑн питлӗ Давид ҫеҫ манпа, симӗс хурлӑхан куҫлӑскерпе, сарӑ вар пуҫҫи ҫӳҫлӗскерпе, пӗр ҫулхискер; хурамкка Сашӑпа вӑрҫӑ ҫулӗсем хӑйсен «симӗс апачӗсемпе», «Сталин икерчисемпе» «шупкалатса» хӑварнӑ Валерьян пирӗнтен икӗ ҫул аслӑрах), виҫӗмкунхи «чапаевецсем», ӗнерхи «партизансемпе нимӗҫсем», паян иртенпех тыррине алӑпа вырса илнӗ уйра ыраш пучахӗ пухса хӑшкӑлнӑскерсем, лӗнченӗскерсем, шыв армань пӗвин сакӑлталлӑ, чи чӑнкӑ, шуркут йӑвисемпе «шӑтса-тӗрленсе» пӗтнӗ ҫыранне.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Ҫакса вӗлермелли виселицӑсем ҫинчен, асаплантарнисем ҫинчен, штормсем ҫинчен, Типӗ Торпугӑсем ҫинчен, Караиб тинӗсӗнчи пиратсем ҫинчен, вӑрӑ-хурахсен йӑвисемпе вӑрӑ-хурахла пултарулӑхсем ҫинчен каланисем — унӑн чи тискер калавӗсемччӗ.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сивӗрен йытӑсем те хӑйсен йӑвисемпе сарайсене пытаннӑ, нимӗн те шарламаҫҫӗ.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
«Тискер кайӑксен те хӑйсен йӑвисемпе шӑтӑкӗсем пур, вӗсем унта пытанма пултараҫҫӗ, анчах Италишӗн ҫапӑҫса вилекен ҫынсен унта сывлӑшпа ҫутӑсӑр пуҫне нимӗн те ҫук, килӗ-ҫурчӗ ҫуккипе вӗсем, кочевниксем пек, пур ҫӗрте те арӑмӗсемпе, ачисемпе сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ, — тенӗ вӑл.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл часах хула ҫине ӳлекен ҫил-тӑмансемпе, шартлама сивӗсемпе йӑтӑнса анчӗ, урамсемпе ҫуртсене тарӑн кӗртсем ӑшне путарчӗ шӑнкӑрч йӑвисемпе чиркӳ тӑррисене шап-шурӑ ҫӗлӗксем тӑхӑнтарчӗ, юханшывсене тата шурлӑхсенчи тутӑхнӑ шыва шурӑ тимӗрпе витсе хучӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Дик асӑрханӑ туземецсен лагерӗ термит йӑвисемпе юнашарах, сӑрт ҫине вырнаҫнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ытах кашни ача хӑйӗн начальникӗн йӑлисем ҫинчен хӑй ӑнкарнӑ пек калаҫма пуҫласан, хӑйӗн ҫӑмӑл ӑслӑ та пӑтранчӑк пуҫне киревсӗр юлташлӑх йӑвисемпе тултарса лартсан, — ҫавӑн пек юлташлӑхӑн тупсӑмӗ вара ашкӑнланассине пытарасси пулса тӑрать пулсан, ача вӗрентекене те пӑхӑнми пулать, эппин мӗн тума кирлӗ-ши вара вӗрентекенсем?
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Кунтан катари сӑрт ҫинчи нимӗҫсен миномет йӑвисемпе тупписем аван курӑнаҫҫӗ.Отсюда хорошо были видны минометные гнезда немцев и батарея полевых орудий на дальнем холме.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пурнӑҫ хӑрушӑ та юмахри пек лайӑх, ҫавӑнпа та Раҫҫейре мӗнле кӑна хӑрушӑ япала ҫинчен каласа ан пар, ӑна вӑрӑ-хурахсен йӑвисемпе вӑрӑм ҫӗҫӗсемпе те ытти тӗлӗнтермӗшсемпе мӗнле кӑна ан илемлет, итлекен чунне вӑл пурпӗрех чӑн пулнӑ ӗҫ пек пулса кӗрет, ӑна-кӑна лайӑх чухлакан-пӗлекен ҫын та пулин шавламасть, каласа параканӗ ҫине ӗненмесӗр пӑхса илнипех ирттерсе ярать.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Шурӑ хӳреллӗ тинӗс ӑмӑрткайӑкӗн йӑвисемпе чӗпписене шутланӑ.
Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
- 1