Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑваш сăмах пирĕн базăра пур.
йӑваш (тĕпĕ: йӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эх, йӑваш ҫав Улюк кин, ытла та йӑваш

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Эпӗ йӑваш та ырӑ кӑмӑллӑ, хам йӑваш та ырӑ кӑмӑллӑ пулнипе савӑнатӑп, эсир ҫаксене пурне те курма пултаратӑр».

«Я кроток и добродетелен, наслаждаюсь тем, что я кроток и добродетелен, и вы все это можете видеть».

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ытла йӑваш пулма юрамасть вӗсемпе, — терӗ Тухтар, — йӑваш пулсан, вӗсем пуҫ ҫине те хӑпарса ларӗҫ.

— С ними нельзя быть чересчур добрыми, — сказал тем временем Тухтар, — иначе на голову сядут.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Амӑшӗ хӑй ачисемшӗн кӑвакарчӑн ами пек йӑваш пулчӗ, йӑвашне йӑваш та, чӗрченке ачаш теер мар ӑна.

Для детей своих была заботливой и доброй матерью, но не мягкотелой добрячкой, а справедливой и требовательной.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Хӑй нимӗн те ыйтмасть, пуриншӗн те тав тӑвать; йӑваш, питӗ йӑваш, калас пулать.

«Сама ничего не требует, а напротив — за все благодарна; тихоня, как есть тихоня, так сказать надо.

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

— Анчах эпӗ бюрора питех йӑваш пулмасан (сирӗн мана пурин те йӑваш тӑвас килет), эсӗ ху та ан ҫилен мана, Иннокентий.

— Но и ты тоже не будь на меня в обиде, Иннокентий, если я не окажусь на бюро такой паинькой, какой вам всем хочется.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

5. Эсир те, кӗҫӗннисем, кӗтӳҫӗрсене пӑхӑнса тӑрӑр; пурте пӗр-пӗрне пӑхӑнса тӑрса, йӑваш ӑслӑ пулса ҫитӗр: Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать.

5. Также и младшие, повинуйтесь пастырям; все же, подчиняясь друг другу, облекитесь смиренномудрием, потому что Бог гордым противится, а смиренным дает благодать.

1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эй ҫӗр ҫинчи мӗнпур йӑваш кӑмӑллисем, Ҫӳлхуҫа саккунне туса тӑракансем, Ҫӳлхуҫана шырӑр, тӳрӗлӗхе шырӑр, йӑваш ӑслӑ пулма тӑрӑшӑр; тен, эсир Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче пытанса юлайӑр.

3. Взыщите Господа, все смиренные земли, исполняющие законы Его; взыщите правду, взыщите смиренномудрие; может быть, вы укроетесь в день гнева Господня.

Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Нина Ивановна вара хӑй, ултӑ ҫул кӑна вӗреннӗскер, е магазинра, е столовӑйра уборщица пулнӑ, кайран, пӗр йӑваш ҫынна качча тухнӑ хыҫҫӑн, унӑн ӗнси ҫинех хӑпарса ларнӑ, ӗҫкелеме пуҫланӑ, ӗҫкӗсенче вара хӑйне «эпӗ министр арӑмӗ» тесе ташланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Сӗнтӗрвӑрринчи спирт завочӗ вара пилешрен йӑваш та йӳнӗ эрех тӑватчӗ…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана ӑна ҫав тери йӑваш ҫын тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Нациллӗ колорит е халӑхсем хушшинчи уйрӑмлӑхсем ҫинчен калаҫнӑ чух эпир «ӗҫченлӗх», «сӑпайлӑх», «ырӑ кӑмӑл», «йӑваш» сӑмахсене ҫиеле кӑларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Чӳречерен картишнелле йӑваш ҫутӑ ӳкрӗ, алӑк чӗриклетни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиелтен пӑхма йӑваш Иван, ӗлӗкрех арӑмне хирӗҫ чӗнме хӑракан упӑшка, халӗ вут-ҫулӑм витӗр тухса килнӗскер, арӑмӗн чӗрине ҫапла амантса хӑварасса кӗтме пултарнӑ-и-ха Ҫимун?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юпах ҫаплах ӗрӗхме пӑхать, икӗ турта хушшинче пӗр тикӗссӗн юртасшӑн мар, тилхепене йӑваш алӑ тытнине те туять пулас.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ пурӗ те сакӑр класс пӗтернӗ, — каҫару ыйтнӑн йӑваш сасӑпа вӗҫлерӗ Лавруш.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ мана йӑваш та вӑйсӑр тесе ан шутла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Нимех те пулма-и-ҫке, — таҫтан шалтан илтӗннӗ унӑн яланхи пекех йӑваш сасси.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуп пӗрре те йӑваш та ӑш пиллӗ маррине, тискер кайӑк хӑйӗн юнлӑ парни ҫине пӑхнӑ пек пӑхнине астуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ чӑваш-и? — илтӗнчӗ ҫемҫе йӑваш сасӑ хыҫалта шӑппӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех