Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӗпе (тĕпĕ: йыш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лемез-Тамак ялӗ халӑх йышӗпе пысӑк шутланнӑ.

Деревня Лемез-Тамак считалась большой по численности населения.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Сикким — пурӑнакан халӑх йышӗпе Индире чи пӗчӗкки; 2011 ҫулхи халӑх ҫыравӗнчи кӑтартупа килӗшӳллӗн унта 610 577 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 323 070 арҫын тата 287 507 хӗрарӑм.

Сикким — самый маленький по числу жителей штат Индии; согласно переписи населения 2011 года, в нём проживало 610 577 человек, из них 323 070 мужчин и 287 507 женщин.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

1864 ҫулчен Альтона Дани патшалӑхӗн чи пӗлтерӗшлӗ портлӑ хуласенчен пӗри, континент ҫинчи унӑн чи кӑнтӑрти ҫӗрӗ, Шлезвиг-Гольштейнӑн халӑх йышӗпе чи пысӑкки пулнӑ.

До 1864 года Альтона была одним из важнейших портовых городов датской короны, самым южным её владением на континенте и самым большим по населению городом Шлезвиг-Гольштейна.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Анчах сессисенче йышӗпе пӗчӗк фракцисем вӑл е ку ыйту тавра ҫивӗч калаҫу ҫӗклени – сывлӑша хумхатнӑ пек кӑна.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Анчах та темтӳҫсем, эсекелсем, сӑварсем йышӗпе ҫав эсрелсенчен сахаллине пула, темле хастар пулин те, юлашки ҫын юлмиччен ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ ҫав юнлӑ вӑрҫӑ хирӗнче.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Халӑх йышӗпе ССР Союзӗ ытти государствӑсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑрать.

По количеству жителей СССР занимает третье место среди других государств земного шара.

2. ССР Союзӗнче пурӑнакан халӑхсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

– Выльӑхсен пахалӑхлӑ йышӗпе кӗтӗве вӑхӑтлӑ ҫӗнетни — отрасль аталанӑвӗн пӗлтерӗшлӗ факчӗ, — тенӗ ПР Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.

– Своевременное обновление стада качественным поголовьем животных – это важный фактор развития отрасли, – говорит заместитель Премьер-министра Правительства РБ – министр сельского хозяйства Ильшат Фазрахманов.

Пушкӑртстанри хуҫалӑхсем 2600 ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... nn-3463310

Асанкасси иртнӗ ӗмӗрте халӑх йышӗпе те, ҫуртсен шучӗпе те районта Комсомольски хыҫҫӑн чи пысӑк ял шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

— Ҫакна каласшӑн эпӗ: йышӗпе пирӗн ҫарсем сахалӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑсӗпе мар чухне йышӗпе, йышӗпе мар чухне пӑсӑпе ҫӗнтерме тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Паян аграрисем умӗнче тухӑҫлӑ ял хуҫалӑх культурисен лаптӑкне сарса пырас, кредитсем вӑхӑтра йӗркелесе, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ туса ирттерес, выльӑхсен йышӗпе ӑратлӑхне тата продуктивлӑхне малалла ӳстерес тӗллевсем тӑраҫҫӗ»,- тенӗ округ ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ҫын ҫине те тухкаларӗ; халӑх йӑли-йӗркисене уяса ирттерекен тӗрлӗ уяв-вӑйӑ-тапӑсенче ял йышӗпе, пӗлӗш-тантӑшпа явӑҫни те, общество ӗҫне хутшӑнни те ӑна тӑнтанланмах памарӗ (район шайӗнче ирттернӗ ӑмӑртура вӑл пӗчӗк калибрлӑ винтовкаран персе район чемпионӗ ятне илчӗ; ялти каччӑ-тӗрӗшпе волейболла вылярӗ; колхозра футбол командине йӗркелес ӗҫе те ухатланчӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑннине калас пулсан, Хонсю утравӗ хӑйӗн пысӑкӑшӗпе тӗнче шайӗнче ҫиччӗмӗш, халӑх йышӗпе иккӗмӗш шутланать.

Фактически, остров Хонсю является седьмым по величине и вторым по численности населения из всех островов мира.

Японири утравсен йышӗ икӗ хут ӳсме пултарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34328.html

Халӑх йышӗпе Нӑрваш Шӑхальпе Вӑрманхӗрри Шӑхалӗнче ырӑ улшӑну.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Йышӗпе те пӗр-пӗринчен уйрӑлсах тӑмаҫҫӗ: Ҫӗньял тӑрӑхӗнче виҫӗ ялти 609 хуҫалӑхра 1340, Нӑрваш Шӑхаль тӑрӑхӗнчи виҫӗ ялта 687 хуҫалӑхра 1536 ҫын пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

— Ан тив, ҫӳретӗрех хӑйсен йышӗпе, — терӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йышӗпе пысӑках мар, чӑвашсем чухлӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Палӑртма кӑмӑллӑ, вӗсем регионта 6-мӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ, выльӑх йышӗпе.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Ҫынсен ыйтӑвӗсене татса парассипе, вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатассипе тӑрӑшса ӗҫлемелле», — тенӗ сентябрӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетсенчен суйланнӑ депутатсен ҫӗнӗ йышӗпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пуху иртрӗ // Г.Юрьев. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bfe%d1% ... 82%d1%80e/

Пӑшисем хӑйсен йышӗпе каҫаҫҫӗ иккен — вӑкӑрӗ, ӗни тата вӗсен кӑҫалхи пӑрушӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех