Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнтӑмӑр (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлтӗр эпир Чӑваш Республикин Ҫирӗп аталанӑвӗн концепцине йышӑнтӑмӑр.

В прошлом году мы утвердили Концепцию устойчивого развития Чувашской Республики.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Анчах кайран: ун пек тума пулать! — тесе йышӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир ҫак ҫитменлӗхе тупса палӑртрӑмӑр та, ҫийӗнчех ӑна пӗтерме йышӑнтӑмӑр, - терӗ Олег Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Ҫулленех ҫурхи выставка йӗркелетпӗр пулсан, кӑҫалтан Кӗрхи те йӑлана кӗтӗр тесе йышӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Йышӑнтӑмӑр пулсан, брак-и вӑл, брак мар-и, пурпӗр пирӗн ӗнсе ҫине килсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ҫук, терӗм эпӗ, пирӗн бригадӑран кам та пулсан унашкал тухса кайни пулман-ха, терӗм. Апла пӑхас мар ачасем ҫине. Йышӑнтӑмӑр пулсан хамӑр ушкӑна, эппин, вӗсем — пирӗн ачасем. Лайӑх-и, начар-и, ҫапах та ҫын тумалла», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Черетсӗр яма йышӑнтӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кашни ӗнерен сӗт суса илессипе иртнӗ уйӑхра районта пӗрремӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр та, пире куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялав пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӗнӗ ҫул елкине те эпир иртнӗ ӗмӗрти 80-90-мӗш ҫулхисем евӗр илемлетсе шкулта пӗрремӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр.

И при украшении новогодней елки мы заняли первое место в школе, украсив ее в стиле 80-90-х годов прошлого века.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Малтан тӗрлӗрен литературӑпа паллашрӑмӑр, унтан Интернета кӗрсе унта пирӗн кӑмӑла каякан икӗ ӗлке (выкройка) тупрӑмӑр та пукане валли питӗ чипер ҫи-пуҫ ҫӗлесе тӗрлерӗмӗр те сумлӑ конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр!

Сначала познакомились с различной литературой, затем зашли в Интернет, нашли там понравившиеся нам две выкройки и вышили очень красивую одежду для куклы и заняли второе место на известном конкурсе!

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Эпир унччен пирӗн шутланнӑ Донецкпа Луганск Халӑх республикисене, Запорожье тата Херсон облаҫӗсене хамӑрӑн ҫемьене ӑшшӑн йышӑнтӑмӑр.

Мы с теплотой приняли в свою большую семью исторически наши Донецкую и Луганскую народные республики, Запорожскую и Херсонскую области.

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik

Ҫавӑнтах Микулана та ал парса: — Ан ҫилленӗр… Чӑн та, аван мар турӑмӑр. Уншӑн пӗтӗмпех Анук айӑплӑ. Урамра хуткупӑс сасси илтӗнсенех, вӑл пире улаха Элекҫее чӗнтӗм тесе каласа пачӗ те, эпир сире Тӗмшер каччисем пек йышӑнтӑмӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир боярсен думинче ҫапла йышӑнтӑмӑр: Хусана хирӗҫ пыракан кӗрешӗве вӑйлатас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Уютстрой» организаци директорӗпе Алексей Васильевпа канашласа, шкула тӗплӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн юсав умӗнхи хатӗрленӳ ӗҫӗсене графикран икӗ уйӑх маларах пуҫлама йышӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

— Тата илемлӗрех тӑвас тетпӗр-ха, йӗри-тавра садсем ӗрчетмелле тесе йышӑнтӑмӑр кӑҫал.

— Хотим сделать еще красивее, решили в этом году сады вокруг вырастить.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Мурованные Куриловцы поселокӗнчен хӗвел анӑҫнерех оборона йышӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Ҫуркунне пӗр ана та акмасӑр хӑвармалла мар тесе, решени йышӑнтӑмӑр халӑхпа, — килӗшӳллӗ пулчӗ Сухал Ваҫлейӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Пултарулӑхпа кӗвӗҫӳ» статьяна сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫапла йышӑнтӑмӑр:

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кӑштах калаҫкаласан килӗшсе тӗв турӗҫ: тӗмсем патӗнче ӳпре-шӑна ҫывӑратмӗ, лашасене тертлентерсех ҫитерӗ, ҫавӑнпа та янаварсене юхан шыв хӗррине яма, хамӑр вара ту хушӑкӗнче канса вӑй пухма, унтан тӑраннӑ лашасене хамӑр тӗлте кӑкарма йышӑнтӑмӑр.

Поговорив, согласились они, что москиты не дадут спать в кустарнике и измучат лошадей; поэтому решено было пустить животных к ручью, а самим устроить привал в ущелье, а затем увести поевших лошадей к себе.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Йышӑнтӑмӑр, — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ.

— Заняли, — ответил я тихо.

XV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех