Шырав
Шырав ĕçĕ:
йышӑнмастчӗ (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Журналсенчи картинӑсем тӑрӑх эпӗ пӗлеттӗм: Грецин пуҫ хули Афины, вӑл — шутсӑр авалхи те пит хитре хула, анчах Яков иккӗленнӗ пек пуҫне пӑркаласа, Афины пуррине йышӑнмастчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тен, Дубков манран лайӑхрах, тен, начартарах-и, анчах унӑн час-часах суяс йӑли пурччӗ, хӑй ҫакна йышӑнмастчӗ, эпӗ унӑн ҫак ҫитменлӗхне асӑрхарӑм, ун ҫинчен хӑйне калама вара хӑяймарӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хуҫкаланса хӑтланма юратакан хӗр ку сӗнӳрен пӑрӑнса юлма тӑрӑшатчӗ ӗнтӗ, йӑпӑлкка хӗр ӑна йышӑнмастчӗ, харавҫӑ хӗр хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗ.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫак вӑхӑтра коллежски асессор ун патне темиҫе кӗренке чей е сукно илсе пынӑ пулсан та, лешӗ ӑна ытлашши хӗпӗртесе йышӑнмастчӗ пулӗ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
23. Арӑмӗ ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа пире вӗлерес тенӗ пулсан, пирӗн аллӑмӑртан Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса панӑ парне те, тырӑ парни те йышӑнмастчӗ, пире ҫакна та кӑтартмастчӗ, пире нимӗн те пӗлтерес ҫукчӗ, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1