Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнмарӗҫ (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анатарахри баржа ҫинчен вут пушатнӑ ҫӗре те йышӑнмарӗҫ ана.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑнти кушаксем ӑна тӳрех йышӑнмарӗҫ, урама тухсан кӳрентеретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Кур-ха эс: йышӑнмарӗҫ плитасене!

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ачасем малтан, йӑлине пӗлсе, укҫана йышӑнмарӗҫ, кайран ҫапах та илчӗҫ лайӑх вӗренме сӑмах парса.

Дети, как это принято, сначала вежливо отказывались от денег, а потом все-таки взяли, пообещав хорошо учиться.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Анчах, — Ишмук кулса илем пекки турӗ, — йышӑнмарӗҫ унта, акӑ, халӗ те ырӑ-сывах сан умӑнта тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ку хутӗнче те вӗсене йышӑнмарӗҫ:

Однако и на этот раз они не были приняты:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫтаппан пуҫӗнче «Пакӑш ращи» патӗнче пулса иртнӗ ӗҫсемпе кӗпер айне ывӑтса хӑварнӑ хурах нимӗн чухлӗ вырӑн та йышӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пилӗк ҫӗре ҫитрӗ ват хусах, ӑна ниҫта йышӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йышӑнмарӗҫ вӑрман тискер кайӑк чӗрчунне.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӗмпӗрти театрта Островскин «Светит да не греет» комедине хулари чӑвашсем кӑмӑлласах йышӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Политика енӗпе ӗҫлекен прожектерсен шкулӗнче мана хавасах йышӑнмарӗҫ.

В школе политических прожектёров меня встретили не слишком любезно.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Малтан вӗсем ман ҫинчен — ку улиткӑсемпе тата тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑпа тӑранса пурӑнать пулӗ, тесе шухӑшлама пӑхрӗҫ, анчах нумайччен пит ӑслӑ шухӑшласа сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ку шухӑша йышӑнмарӗҫ.

Сначала они склонялись к мысли, что я питаюсь улитками и разными насекомыми, но после многих ученейших рассуждений и споров это предположение было отвергнуто.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Арҫынсем ӗҫрӗҫ, анчах хӗрарӑмсем йышӑнмарӗҫ.

Мужики выпили, бабы отказывались.

XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Пулӑ тытнӑ ҫӗре те йышӑнмарӗҫ.

Даже на рыболовный сейнер не взяли.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Лешӗ кутӑн ҫаврӑнса тӑчӗ, пуп малалла утрӗ, анчах ыттисенчен те чылайӑшӗ хӗрес чуптума йышӑнмарӗҫ.

Тот отвернулся, за ним отказались еще несколько.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫук, йышӑнмарӗҫ.

Нет, не признали.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах унта пире йышӑнмарӗҫ.

Но нас там не приняли.

Нимӗчкасси старости // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.08

27. Иерусалим ҫыннисемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Ӑна йышӑнмарӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ, ҫапла пророксенӗн шӑматкунсерен вулакан сӑмахӗсене вырӑна кӳчӗҫ, 28. вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та тупаймасӑрах вӗсем Пилата Ӑна вӗлерттерме хистерӗҫ.

27. Ибо жители Иерусалима и начальники их, не узнав Его и осудив, исполнили слова пророческие, читаемые каждую субботу, 28. и, не найдя в Нем никакой вины, достойной смерти, просили Пилата убить Его.

Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫылӑха кӗртекен илӗртӳ хыҫҫӑн кайрӗҫ, Ҫӳлти Турӑ ҫинчен: «Вӑл ҫук» терӗҫ, Унӑн ҫулӗсене пӗлме тӑрӑшмарӗҫ, 24. Унӑн саккунне вырӑна хумарӗҫ, Вӑл тупа туса пама пулнине йышӑнмарӗҫ, Вӑл хунӑ йӑла-йӗркене ӗненмерӗҫ, Унӑн ӗҫӗсене туса тӑмарӗҫ.

23. Увлеклись греховными обольщениями, сказали о Всевышнем, что Его нет, не познали путей Его, 24. презрели закон Его, отвергли обетования Его, не имели веры к обрядовым установлениям Его, не совершали дел Его.

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ вӗсем патне ҫитрӗм те, вӗсем мана йышӑнмарӗҫ, Ҫӳлхуҫа ӳкӗтне вырӑна хумарӗҫ.

Когда я пришел к ним, они отвергли меня и презрели заповедь Господню.

3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех