Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах сварщик тӑрӑхласа-шӳтлесе калаҫни, хӑйӗн йӑнӑшне йышӑнманни авӑк ҫилӗллӗ хӗре тарӑхтарса-хӗрӳлентерсе ячӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Мана эс йышӑннипе йышӑнманни кирлех те мар, Тихӑн хӑта, — аллине хуллен сулчӗ Лашманов, — кирлех те мар.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Эппин, вӗсем ҫапла ӳссе ҫитӗнни вӑл — Ҫтаппана чи сисӗмлӗ ҫӗртен ыраттарни, ӑна пурнӑҫ йышӑнманни, тиркени, сивлени.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тӗллев патне ҫитсен, унтан ӑна йышӑнманни… кирек хӑш хӗрарӑм та апла тӑваймасть.Достигнуть цели и отказаться от нее, — не всякая женщина могла бы поступить так.
XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кунсӑр пуҫне — Лонгрен ҫынпа хутшӑнмасӑр пурӑнни элекӗн тискер те урмӑш чӗлхине ҫул уҫса пачӗ; матрос таҫта такама вӗлерни, шӑпах ҫакӑншӑн ӑна карап ҫине текех ӗҫлеме йышӑнманни, вӑл вара хӑй «тискер ӗҫ тунӑшӑн ӳкӗнсе асапланнӑран» яланах салху, ютшӑнчӑк пулни ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Эпир сывӑ пурӑнни, ӗҫлени тата сӗмсӗр элеке йышӑнманни ҫинчен Кронштадтра, Кронштадтра ҫеҫ мар, Питӗрте те пӗлсе тӑччӑр.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
— Хӑйсене Англи йышӑнманни ҫине сураҫҫӗ вӗсем.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Маншӑн пулсан, эсир хӑвӑр айӑпӑра ним чухлӗ те йышӑнманни ӑнӑҫлӑ япала мар.Сам я полагаю, что ваша система полного отрицания вины исключительно неудачна.
II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Куна хирӗҫ тавлашни — фронтпа тыл чӑн-чӑн пӗрлӗхлӗ пулнине йышӑнманни пулнӑ пулӗччӗ.Оспаривать это равносильно отрицанию непреложной истины о единстве фронта и тыла.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ыттисем калаҫнине те итлесе каймасть, вара, арендатор килсе кӗрсе, Пульчиха хваттерне халиччен те никам та йышӑнманни ҫинчен пӑшӑрханса калани Тёма хӑлхине пырса кӗрсен вӑл темӗн пӗлнӗ пек пулать.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл Викорстран минӑсем лартса пӗтернипе пӗтерменни ҫинчен, тӑшман карапӗсем килсе тухас пулсан, сыхланмалли ытти мерӑсене йышӑннипе йышӑнманни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл пулӑшнине йышӑнманни — ыр кӑмӑлсӑр пулни пулать вӑл.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Вӗсем сана хӑйсен йышне тан хурса йышӑнманни, сан ҫине ҫӳлтен пӑхни кӳрентерет.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Комсомола кӗнӗ чухне Константин салхуллӑн, анчах мӑнаҫлӑн ашшӗ мӗнле вилни ҫинчен каласа панӑ, хӑйне ҫут тӗнче кӑтартнӑ хӗрарӑма йышӑнманни ҫинчен пӗлтернӗ, ку вӑл иртнишӗн тавӑрса, нимӗн шухӑшламасӑр туни пулнӑ, нимӗншӗн те каҫарман ҫамрӑклӑх ҫеҫ ҫавӑн пек тума пултарнӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр сӑлтав, — ку каллех чӑкӑлтӑш та йывӑр япала; анчах мӗн шутлатӑн, ҫавна каласах пулать, — тепӗр сӑлтав ҫакӑ пулать тесе шутлатӑп: ӑна обществӑлла пурнӑҫри хӑйӗн положенийӗ ытла кӑмӑллах пулманни кулянтарнӑ; ҫав положение йышӑнма май паракан ун правине общество формально та пулин йышӑнманни тарӑхтарнӑ ӑна.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Айӑплӑ ҫын хӑйӗн айӑпӗ ҫинчен хӑех каласа кӑтартни унӑн ӗҫӗсене тӗппех палӑртса пама питӗ кирлӗ, тесе шутланӑ, —вӑл вырӑнсӑр шухӑш ҫеҫ мар, вӑл тата чӑн-чӑн суд ӗҫне хирӗҫле япала пулса тӑрать: мӗншӗн тесен, айӑпланаканӗ айӑпа йышӑнманни — вӑл айӑплӑ маррине кӑтартакан доказательство пулмасть пулсан, айӑпа хӑй ҫине илни пушшех те вӑл айӑплине кӑтартса памалли доказательство мар.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Анчах ҫынна тӗрмере сивлени, йышӑнманни — ниҫтинчен те хӑрушӑрах.А отверженность в тюрьме много страшнее, чем где бы то ни было.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗҫне ҫитерме тӳр килмен самантсенчен пӗри — энергетика напитокӗсене ачасене сутмашкӑн чарма йышӑнманни.
Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
16. Сире итлекен Мана итлет, сире йышӑнманни Мана йышӑнмасть; Мана йышӑнманни Мана Яракана йышӑнмасть, тенӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1