Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнасшӑн (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен кӗтӗвне йышӑнасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫҫӑнах йышӑнасшӑн мар ҫеҫ:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чеескер, икӗ ҫул маларах ҫеҫ ҫак крючниксемпе пӗрле ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр ҫӑк йӑтнӑскер, халь вӗсен подрядчикӗ, Илья Никонорович Богданов ятлӑслер, вӑл паян та хӑйне ҫӗнтернине йышӑнасшӑн мар, крючниксене хӗтӗртме хӑтланчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ял йӑли-йӗркине ниепле те йышӑнасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Андрей ман пулӑшӑва йышӑнасшӑн мар пек пулчӗ, мана ҫак пӗтӗм ӗҫе пӑрахма хушрӗ, анчах эпӗ хамах ҫине тӑтӑм, манӑн ӗҫ результачӗсемпе усӑ курма ӳкӗтлерӗм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах манӑн чун Каканаров вилнӗ тенине ниепле те йышӑнасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Чӗлхе тасалӑхӗшӗн кӗрешетпӗр тесе, тепӗр чухне хӑшӗ-пӗри урӑх чӗлхе витӗмӗ пархатарлӑ пулма пултарнине пӗртте йышӑнасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Итле-ха, тен, эсӗ ман вырӑна йышӑнасшӑн? — сӑмах пуҫарчӗ аслӑ мастер.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

31 ҫулти хӗрарӑм хӑй тытнине йышӑнасшӑн пулман-ха, анчах йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене тишкернӗ.

31-летняя женщина не хотела признавать свою причастность к краже, но правоохранители просмотрели видеокамеры.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ укҫасӑр хӑварнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34398.html

Айӑпне ним тусан та йышӑнасшӑн пулмарӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хуҫа йышӑнасшӑн пулмарӗ ку чаплӑ ята.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата пӗрре итлеменнипе ҫеҫ те ҫырлахмаҫҫӗ-мӗн вӗсем, ҫав йӗркене пӗтӗмӗшле йышӑнасшӑн мар иккен.

Причем они не просто отказывались, а вообще не желали принимать этот порядок как таковой.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пӗри пулӑшасшӑн мар, тепри пулӑшӑва йышӑнасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

МТС-ра чухне хӑйне сан бригадунта Карачӑм пулать тесен, Зоя савӑнсах кайнӑччӗ: Карачӑма хӑш бригада кӑна йышӑнасшӑн пулман пулӗ!

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кур та савӑн, вӑрҫӑ вӑхӑчӗ тесе, вӑл кок-сагыз акасшӑн мар, райзо планне йышӑнасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Макар ӑна йышӑнасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку ҫырӑва илсен ирӗксӗрех ҫапла шухӑшларӗ Павлуш: кӗме юраман мар, Ева хӑй йышӑнасшӑн пулман пулӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Учредительнӑй пуху ку тезиссене йышӑнасшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӑн-пите кӑтартнӑ чухне авторсем — ялан тенӗ пекех — каҫӑхса кайсах умне сӑнлаҫҫӗ, айккинчен пӑхса хакланин пӗлтерӗшне никам та йышӑнасшӑн мар.

При передаче лица авторы, как правило, бывают поглощены фасом, но никто не хочет признать значения профиля.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗр-пӗрне хӑнӑхма кӑштах вӑхӑт кирлӗ текен шухӑша ку чухне пачах та йышӑнасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех