Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнасран (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче, уҫӑ вӑхӑтра, Ула Тимӗр, юлташӗнчен велосипед илсе, Полина пурӑнакан яла ҫитсе ҫаврӑнма та шутланӑччӗ, анчах, каптӑркка, начар-нӗчӗр ҫи-пуҫлӑскер, пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн утма картса хунӑ савнийӗ умӗнче сайра, ҫемҫешке тӗклӗ ҫамрӑк автан пек курӑнма вӑтанчӗ, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ те ӑна ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрекен тӗккеленчӗк вырӑнне йышӑнасран шикленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эп ӗнтӗ ҫӗнӗ тӗн йышӑнасран иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупассишӗн хӑрамасӑр, вӗҫне-хӗрне темӗнле майпа пӗтерме хӑтлансан те, флакона килӗнче пытараймасть; айӑпне хӑй йышӑнасран кӑна шикленет пулин те — чирлӗ сӑнарлавӗ тӗлӗнтерсе антӑратакан йышши ӑнсӑртлӑхсем ӑсласа кӑларать.

Нигде в доме она не могла спрятать флакон без болезненного опасения, что он обнаружится, как бы хорошо ни скрыла концы, и хотя могла бояться лишь собственного признания, воспаленное воображение ее изобретало такие случайности, которые существуют лишь как исключение поразительное.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӗсем Христос тӗнне йышӑнасран тарса ҫӳрекенсем пулнине, каярахпа ҫакӑнта тата пилӗк ҫемье килсе хутшӑннине, вӗсен хушшинче Сайӑш Анисимов, Мишка Баракаев ятлӑ ҫынсем пулни ҫинчен «Буинские просторы» кӗнекен 223-226-мӗш страницисенче ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Атав ялӗнче клуб уҫрӗҫ // Елена Хлынова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Эпӗ чылай хушӑ шарламасӑр ларнине пула Соня мана ухмах вырӑнне йышӑнасран шикленме пуҫларӑм, ман пирки ҫавнашкал йӑнӑш шухӑша сирсе ярса, хам ҫинчен тӗрӗссине пӗлтерме шут тытрӑм.

Когда молчание мое сделалось слишком продолжительно, я стал бояться, чтобы она не приняла меня за дурака, и решился во что бы то ни стало вывести ее из такого заблуждения на мой счет.

XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Паллах ӗнтӗ, вӑл Король каллех командир вырӑнне йышӑнасран хӑранӑ пулсан, ку вӑл хӑй ун вырӑнне командир пуласран шикленнипе мар, урӑх сӑлтавпа пулнӑ.

Ясное дело: если он боялся, как бы Король не занял снова место командира, то вовсе не потому, что хотел и впредь сам командовать вместо Короля.

28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Чура сутуҫисем вӑл мӗнле те пулин чурана «хӑйӗн» тесе йышӑнасран хӑрарӗҫ пулсан, чурисен вара ҫак тискер чӗрчун аллине лекесрен сехрисем хӑпрӗҫ.

И если работорговцы боялись, как бы королю не вздумалось объявить своей собственностью кого-нибудь из невольников, то последние не меньше страшились попасть во власть этого свирепого животного.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Григорий Прохор киличчен те темиҫе хутчен тухса кайма тӑчӗ, стакана шутара-шутара лартрӗ, ура ҫине тӑчӗ, анчах кун пек кайнине Степан куҫкӗрет хӑрани вырӑнне йышӑнасран ҫавӑнтах каялла ларчӗ.

Григорий и до прихода Прохора несколько раз порывался уйти, он отодвигал стакан, вставал и тотчас же снова садился, боясь, что уход его Степан расценит как открытое проявление трусости.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Оленин патне пырсан, вӑл хӑйне ахаль казак вырӑнне йышӑнасран хӑранӑ пулас, ҫавӑнпа та хӑй кам иккенне ҫийӗнчех туйтарасшӑн пулчӗ.

Придя к Оленину, он, видимо, боялся, чтобы его не приняли за обыкновенного казака, и желал дать ему сразу почувствовать свое значение.

XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех