Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Эхер те эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнмашкӑн паракан пӗр-пӗр хулу пирки: 13. унта санӑн таврашунтан йӗркесӗр ҫынсем пынӑ та хулара пурӑнакансене: «каяр та хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫлар» тесе астарни ҫинчен илтсессӗн, 14. шыраса туп вӗсене, тӗпче, лайӑх ыйтса пӗл; ку чӑнах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫ санӑн йышунта пулса иртнӗ пулсассӑн, 15. ҫав хула ҫыннисене хӗҫпе пӗтерсе тух, хулара мӗн пуррине пӗтӗмпех, тӗппипех пӗтермелле тупала, выльӑх-чӗрлӗхне те хӗҫпе пӗтерсе тух; 16. туртса илнӗ мӗнпур пурлӑха унти уҫӑ вырӑна пуҫтар та, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе, хулине те, туртса илнӗ пурлӑхне те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, хула ҫапла ӗмӗрлӗхе ишӗлсе вырттӑр, нихӑҫан та ӑна ҫӗнӗрен лартмалла ан пултӑр; 17-18. пӗтмелле тупаланинчен нимӗн те санӑн аллу ҫумне ан ҫыпҫӑнтӑр; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ырӑ та] юрӑхлӑ ӗҫ туса Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ сана халӗ ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене — туса тӑрсассӑн, Вӑл Хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне чакарӗ те, [Хӑй сана каланӑ пек,] санӑн аҫусене тупа туса каланӑ пек, сана ырӑлӑх парӗ, сана каҫарӗ, сана ӗрчетсе ярӗ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1