Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йыттисене (тĕпĕ: йытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килте йыттисене апат парсах тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Кунта пӑлансене лайӑхрах мӗнле кӗтмеллине, вӗсен чир-чӗресене хирӗҫ кӗрешме вӗренеҫҫӗ, пӑлан кӗтӗвӗсене кӗтмешкӗн хурал йыттисене ӗрчетеҫҫӗ.

Здесь учатся как лучше разводить оленей, бороться против их болезней, разводить сторожевых собак, чтобы пасти оленьи стада.

Нарьян-Мар — ненецсен хули // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл пӑр татӑк аш касса илнӗ те йыттисене тӑрантарнӑ.

Он отрезал от него кусок мяса и покормил собак.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кунӗн-ҫӗрӗн ҫывӑрма ҫеҫ пӗлетӗр! — йыттисене вӑрҫрӗ пӳртрен сирпӗнсе тухнӑ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӗл пулар-ха майра-патша йыттисене.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хатӗр-и халӑх пупсене, пуянсемпе куштансене тата Кӗтерне-патша йыттисене ҫакма?

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте кӗрешӗве ҫӗкленччӗр: пусмӑрҫӑсене, майра-патша йыттисене тыта-тыта вӗлерччӗр, ҫакчӑр.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр йыттисене ӑскӑчпа тытаҫҫӗ, теприсене, тытайманнисене, — персе вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Стрелка! — йыхӑрать йыттисене.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хуралҫӑ ҫавӑнпа ятлаҫнине хӑлхана чикмест, йыттисене самӑртма хупнӑ пекех тӑрӑшса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Парамун ӗне вити патӗнчи сӗт урапи ҫине лартнӑ бидонран таз ҫине обрат ярать, йыттисене йыхӑрать:

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑл ирсӗр ҫын пулсан та (каламасӑрах паллӑ, кантур йыттисене кунта ҫавӑ ертсе килнӗ), хӗрхенчӗ ӑна Янтул, ҫӗрелле пӗшкӗнсе аллинчен тытрӗ те ҫӳле туртса хӑпартрӗ.

И все же Яндул пожалел его: свесился с сука, протянул руку и вташил несчастного к себе.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кантур йыттисене пӗтӗм ял кураймасть.

— Конторских собак вся деревня ненавидит.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла ӑнланать кантур йыттисене таркӑн.

В таком виде видит конторских собак беглец.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мана тытас пулсан сире, кантур йыттисене, вуншар хут тытса хупмалла.

— Если меня ловить, так вас, конторских-то, давным-давно надо было поймать.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йыттисене аран патакпа хӑваласа ячӗ Аспар.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чалӑмра эпӗ Шигалей йыттисене йышӑнмастӑп.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сунарҫӑсем ҫурӑм хыҫне укҫу ҫакса тата вӗшле йыттисене ертсе йышлӑ ҫырма-ҫатра тӑрӑх сунара каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сунарҫӑ васкаса пырса ҫитнӗ те йыттисене хӑваласа янӑ.

Охотник подскакал и отогнал собак.

Кушак ҫури // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 6–7 с.

Ҫавӑнпа хресченсем кантурти ҫынсемпе килӗшсе пурӑнайман: куланай пирки те, ҫӗр ҫитмен пирки те — патша йыттисене юратман, ӑсла вӗрентекенсене ытларах килӗштернӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех