Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑшкӑру вӑйлансах пырать, ҫӳлелле кӑнтарнӑ ҫӗр-ҫӗр алӑ хавхалану ҫӗкленӗвӗн пылак тилӗрӗвӗпе чӗтрет; шӑхличсем хӑрӑлтатса йынӑшаҫҫӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Хӑшӗсем кӑшкӑраҫҫӗ, йынӑшаҫҫӗ, ахлатаҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Бизон ҫурисем хӑранӑ е мӗн те пулин ыратнӑ чухне ҫапла йынӑшаҫҫӗ.Так кричат детеныши бизонов, если у них что-нибудь болит или если они испуганы.
Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Шыв!.. — йынӑшаҫҫӗ аманнисем.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Мӗскӗн йытӑсем йынӑшаҫҫӗ ҫеҫ…
Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Больницара чӗн-чӗн курнине эпӗ пит хӑрушӑ, усал тӗлӗк пек астӑватӑп: чӗтренсе тӑракан пуша сывлӑшра кӑвак та шурӑ кӗлеткесем суккӑрла йӑшӑлтатаҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, йынӑшаҫҫӗ, вӗсем вилӗ ҫын тумтирӗсемпе; пӗр вӑрӑм ҫын хулхушшисене чикнӗ туясем ҫине тайӑнса сӗнкӗлтетет, куҫхаршийӗсем унӑн уссисем евӗрлӗ, вӑл пысӑк хура сухалне чӗтретсе, шӑхӑра-шӑхӑра илсе мӗкӗрет:
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйсем пӗртте шарламаҫҫӗ, иккӗшӗ ҫеҫ шӑппӑн йынӑшаҫҫӗ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Аманнисем ахлата-ахлата йынӑшаҫҫӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Наҫилккапа йӑтса тухнӑ тӑватӑ партизан, йывӑр аманнӑскерсем, хӑйсен юлташӗсем ҫине шиклӗн пӑха-пӑха илсе, ахлатса йынӑшаҫҫӗ.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Аманнисенчен хӑш-пӗрисем тӳсеймеҫҫӗ, ыратнипе хытах йынӑшаҫҫӗ, кӑшкӑра-кӑшкӑра илеҫҫӗ.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Аманнисем йынӑшаҫҫӗ, тӗлӗкре аташаҫҫӗ.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑшӗ-пӗрисем йынӑшаҫҫӗ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Ыттисем те йынӑшаҫҫӗ, ӑна чӗнеҫҫӗ.
Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.
Пӑрахут ҫунать, вӗсем палуба тӑрӑх шӑваҫҫӗ, туртӑнаҫҫӗ, кантӑкран пуҫӗсене кӑларса пулӑшма чӗнеҫҫӗ, йынӑшаҫҫӗ, нимӗҫсене ылханаҫҫӗ.
Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.
Хӗрсе кайнӑ тормозсемпе анакан лавсем тусем хушшинче, славянсен авалхи юррисенчен акӑшсем евӗр, хыттӑн йынӑшаҫҫӗ.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Суранланнисем йынӑшаҫҫӗ, пульӑсем пӗр вӗҫӗмсӗр шӑхӑраҫҫӗ, чупакансен аттисем йывӑррӑн каптӑртатаҫҫӗ.Раненые стонали, пули беспрестанно свистели, сапоги бегущих тяжело стучали.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӗрисем хӑйсен шӑпине парӑннӑ, теприсем майӗпен йынӑшаҫҫӗ, макӑраҫҫӗ.Одни безмолвно покорились своей участи, другие тихо стонали и плакали.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Йытӑсем вӗреҫҫӗ, улаҫҫӗ, йынӑшаҫҫӗ; ҫынсем тем пек кӑшкӑрашаҫҫӗ.
Пятигорскра Булькӑна мӗн пулни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ишӗлчӗксем хушшинче аманнисем выртаҫҫӗ; ҫапӑҫакансем вилесем урлӑ каҫса иртеҫҫӗ, тин ҫеҫ аманнисен суранӗсем ҫине пусаҫҫӗ, пуля тивсе хуҫнӑ шӑмӑсем ҫине таптаҫҫӗ; аманнисем ыратнипе йынӑшаҫҫӗ, хӑйсем ҫине пусакансен урисене ҫыртаҫҫӗ.
IX. Улӑпсем гигантсене хирӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Сиксе тӑракан ҫулӑм пек, половецсем ушкӑнӗпе вӗҫсе тухрӗҫ те чӑпӑрккасемпе суллаҫҫӗ, кукӑр хӗҫсемпе хӑмсараҫҫӗ, улаҫҫӗ, йынӑшаҫҫӗ, чӗнеҫҫӗ, тата та хытӑрах чупаҫҫӗ, хӑратаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
- 1
- 2