Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑҫӑн (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунти тухьясен хӑйне евӗрлӗ уйрӑмлӑх пур, вӑл ⎼ туратланса тӑракан, тӑсмака хура тӑхлантан тунӑ тӑрнашка, Ама йывӑҫӑн пӗчӗкҫӗ кӳлепи.

Куҫарса пулӑш

Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Сасартӑк юнашар ӳсекен йывӑҫӑн тӗлӗнмелле ырӑ шӑршине туйса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку йывӑҫӑн, акӑ пӑхӑр, ҫимӗҫӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Халапӗ тӗрӗс пулсан таҫта ҫакӑнта, ку йывӑҫӑн та, ҫимӗҫ пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Йывӑҫӑн сӗткенӗ вара — вил шыв!

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ку йывӑҫӑн ҫулҫисем унталла-кунталла пӑркаланса тӑмаҫҫӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кашни йывӑҫӑн хӑйне уйрӑм хусканӑвӗ, калаҫӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ши! шӑхӑрчӗ ватӑ йывӑҫӑн аялти пӗр турачӗ ҫине пырса ларнӑ хура пуҫлӑ кӑвак сӑнчас.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йывӑҫӑн тымарӗсем тӑлпӑнса тухнӑ, анчах ӑна юхтарса кайма халлӗхе шыв вӑй ҫитереймен курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах йывӑҫӑн та кашнин хӑйӗн шӑпи пур: пӗри нумай ларать, тепри часах хӑвӑлланать, йӑшать: пӗри темле тӑвӑла та чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерет, тепри — хуҫӑлса Ӳкет…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ак аллине темле йывӑҫӑн (е тӗмӗн?) ҫатрака турачӗ лекрӗ, ун ҫинче «За отвагу» медаль пысӑкӑш темиҫе ҫулҫӑ сыхланса юлнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Варарахран, вилӗ-чӗрӗ ҫаврӑнса, чӑрӑш ӗлкиллӗ йывӑҫ патне пычӗ, сӳнтернӗ зажигалкине пӗрре чӗртрӗ, тепре сӳнтерчӗ, унтан упаленсе, йывӑҫӑн аялти лӑпсӑркка тураттисен айне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чи малтан кӑвайта лешӗн, ал хурси тачкӑшлӗ хӑрӑк йывӑҫӑн, вут-ҫулӑм ҫулаймасӑр, хыпса ҫӑтаймасӑр юлнӑ пӑсӑрланакан юлашкипе «апатлантарчӗ», унтан чӗрӗ чӑрӑш тураттисем ҫине шашлӑк чысне тивӗҫнӗ кӑмпасем ҫывӑхнерех ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑш-пӗр тӗлте е йывӑҫӑн хӑйпӑнчӑкне, е хуҫӑлнӑ турат тӗпне, е йӗплӗ вулӑллӑ тӗмӗ ҫине пыра-пыра тӗрӗнсе, тӑрӑнса, Ула Тимӗр ал лапписемпе пӳрнисене ыраттарса, юнлантарса, шӑрпӑк та кӗрткелесе пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хуҫнӑ-хуҫӑлнӑ хӑрӑк турат-тӗрете (вӗсен хушшинче сухӑрлисем те пулчӗҫ) пуҫтарса ытама илчӗ те чӗркуҫҫийӗсене каялла май куҫаркаласа чӑрӑш айӗнчен тухрӗ, йывӑҫӑн ик-виҫӗ лӑсӑ тураттине хуҫса илчӗ, вара хӑй канса выртнӑ вырӑна таврӑнчӗ, ытамӗнчи «пурлӑхне», чӗррисем тата хӑрӑккисем ҫине пайласа, икӗ тӗле пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Асап пӑртак хавшаклансан аллине ыратнӑ вырӑн таврашнелле тӑсрӗ: «мӑка савӑлӗ» темле йывӑҫӑн ҫӗртен ҫиелех «сиксе» тухнӑ хытӑрканӑ, армак-чармак тымарӗ пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Канса илсен «урӑх хуҫма пурпӗрех меллӗреххине тупаймӑп» тесе йывӑҫа тепӗр еннелле тӑрӑнт та тӑрӑнт сиктерсе, каллех турткалама пуҫларӗ, ӗнтӗ авӑннӑ тӗлте йывӑҫӑн «ӳт-тирӗ» сӳсленсе, чӗнленсе пӗтрӗ, тӑсӑлса, тӗллӗн-тӗллӗн татӑлса та кайрӗ, анчах хӑй шартах хуҫӑлмарӗ, тӗпӗнчен те тӑпӑлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрман хӗррипех тӑсӑлакан ҫулӑн пӗр енче вӑл кӑнчӑхнӑ ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк йывӑҫӑн ҫӗр ҫинех мӑкӑрӑлса тухнӑ, явкалансах тӑсӑлакан кукӑр-макӑр тымарӗсемпе чикӗленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Шел, — хуҫӑк кӑмӑлпа пуҫне сулкаласа илчӗ вӑл ҫакна тӗпчевлӗн сӑнакаласа тӑнӑ хыҫҫӑн, — йӗрсем хушшинче йывӑҫӑн чӗрӗ хуппине ытла та сахал хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӑчкӑ кӗрпи унталла та кунталла сирпӗнет, сӑмсана йывӑҫӑн йӳҫекрех ырӑ шӑрши кӑтӑклантарать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех