Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑртарахчӗ (тĕпĕ: йывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юратнӑ ҫын хур кӳнине тӳсме пушшех йывӑртарахчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ватӑ ҫынсемпе кайсан йывӑртарахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Тӗрӗссипе, ҫакна мӗнле йӗркелеме май килӗччӗ - ӑнланма йывӑртарахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

Кӑваркуҫа малтан кимӗ ҫинче тытӑнса тӑма йывӑртарахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫапла, йывӑртарахчӗ; сӑмахлӑх тӗлӗшӗнчен те вӑтансах каймастчӗ, кирлинчен ытлашшине тума, ҫапах та, хистеместчӗ.

Тяжеловат на руку, да; и насчет словесности не стеснялся, однако лишнего ничего делать не заставлял.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫак вӑйӑ манра хамра пуррине те эпӗ кураттӑм, ку вара мана тата йывӑртарахчӗ.

Эту игру я наблюдал и в самом себе, что было ещё хуже.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Анчах мӗн чул нумайтарах вуланӑҫемӗн, ҫавӑн пек усӑсӑр та кирлӗ мар пекле пурӑнма тата йывӑртарахчӗ, ҫынсем мана ҫавнашкал пураннӑн туйӑнатчӗ.

Но чем больше я читал, тем более трудно было жить так пусто и ненужно, как, мне казалось, живут люди.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Мӑкши Ситановран нумай вӑйлӑрах, анчах унтан чылай йывӑртарахчӗ, вӑл ҫав тери хӑвӑртах ҫапма пултараймастчӗ, пӗрре ҫапнӑ вырӑнне иккӗ те, виҫҫӗ те лекетчӗ ӑна.

Мордвин был много сильнее Ситанова, но значительно тяжелей его, он не мог бить так быстро и получал два и три удара за один.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Илекенсене чӗнсе кӗртесси тата йывӑртарахчӗ; килӗшӳсӗр ҫырнӑ иконӑсем мана кӑмӑла каймастчӗҫ, вӗсене сутма лайӑх мар пекчӗ.

Еще труднее было зазывать покупателей; уродливо написанные иконы не нравились мне, продавать их было неловко.

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Королева Марго ҫинчен йӗрӗнмелле калаҫнӑ чух, мана ачалла мар шухӑшсем тытса хускатма пуҫлатчӗҫ, ман чӗрӗ элекҫӗсене курайманнипе тулса каятчӗ, ман ним чарусӑр ашкӑнас, пурне те ҫилентерес килсе каятчӗ, хӑшпӗр чух тата хама та, пур ҫынна та ним шутсӑр хӗрхенес килетчӗ, — ҫав ним шарламасӑр хӗрхенни вара курайманнинчен те йывӑртарахчӗ.

Когда о Королеве Марго говорили пакостно, я переживал судорожные припадки чувств не детских, сердце мое набухало ненавистью к сплетникам, мною овладевало неукротимое желание злить всех, озорничать, а иногда я испытывал мучительные приливы жалости к себе и ко всем людям, — эта немая жалость была ещё тяжелее ненависти.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пысӑк ачасенчен нумайӑшӗ, ҫав шутрах Суржикпа Колышкин, вунтӑватшар ҫул тултарнӑскерсем, виҫҫӗмӗш класа та аран юрӑхлӑ, вӗсем Петькӑпа пӗр парта хушшинче мӗнле ларасси ҫинчен шутлама йывӑртарахчӗ вара.

Многие взрослые ребята, в том числе Суржик и Колышкин, которым уже стукнуло по четырнадцати, едва годились в третий класс; трудновато было представить себе, как это они будут сидеть на одной парте с Петькой.

26 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Малтанхи вӑхӑтра, паллах, йывӑртарахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пичечӗн Ренессансӗ таврӑнӗ-и? // Надежда Смирнова. Хыпар. — 2015, 16 январь/кӑрлач (No 4/5). — С.1, 4

Ӑна вырӑс чӗлхине вӗренме йывӑртарахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Анчах мана хам мӗн илтнине пӗтӗмпе пӑхмасӑр калама ҫӑмӑлтарахчӗ, хам сӑмахпа каласа пама вара йывӑртарахчӗ.

Но мне легче было повторить наизусть все, что я накануне слышал, чем рассказать своими словами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

– Пӗрремӗш курсра йывӑртарахчӗ ҫав, халӗ ӑна-кӑна ӑнланса, пӗлсе пыратпӑр ӗнтӗ.

- Вот на первом курсе было труднее, сейчас уже кое-что понимаем, осознаём.

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ун чухне ачана тимлӗх уйӑрма та йывӑртарахчӗ - килте те ӗҫлеме тиветчӗ.

Тогда было тяжело уделять много внимания ребенку — работы хватало и дома.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех