Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑртарах (тĕпĕ: йывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Разведкӑна тивӗҫлӗ шайра ирттерменнине пула тата утрава вӑйлӑ хӳтӗленӗрен ҫапӑҫу кӗтнинчен йывӑртарах пулса тухнӑ.

Неверные данные разведки и сильная оборона острова привели к тому, что сражение было тяжелее, чем ожидалось.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Анчах чирлисене манран та йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӗреннӗ вӑхӑтрах ӗҫлеме тепӗр чухне йывӑртарах та лекет.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Мӗнле каланӑччӗ-ха Маяковский? пурнӑҫра вилме йывӑрах мар, пурнӑҫ тума вара темиҫе хут йывӑртарах, тенӗччӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ҫӳлти хутра пулсан, анса хӑпарасси те йывӑртарах пулать ӗнтӗ ӑна…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Йывӑртарах инкексем те пулаҫҫӗ тӗнчере.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Колхоз ӗҫӗнчен вӑл хӑйӗнчен Гриша сарӑмсӑр кулма пӑхнишӗн е унпа председатель сахал интересленнишӗн ҫеҫ пӑрӑнма шутламан, кунта унӑн урӑх сӑлтавсем пулнӑ: сӑмах майӗн каласан, правленинчи тайӑнмалли пукана ҫӗклесе кӑтартнӑ хыҫҫӑн та, каярахпа килти йывӑртарах ӗҫсене тусан та, унӑн суранлӑ алли ыраткалама тытӑнни сисӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хоккейла вылянӑ чухне хашака ҫине пысӑк йывӑрӑш лекет, ҫав шутра — ҫапӑннӑ самантсем те пур, ҫавӑнпа кун пек чухне хашакисем хытӑрах та, йывӑртарах та, тата ытларах чухне кӗскерех.

Хоккей подразумевает значительные нагрузки на раму, в том числе — ударные, поэтому рамы более жесткие и тяжелые и обычно более короткие.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Килӗ-ҫурчӗсене, тӑванӗсене пӑрахса тухса килнӗ ҫынсене ҫӗр хут та йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кивӗ юпана кӑларасси ҫӗнӗ шӑтӑк чавассинчен йывӑртарах тесе, Раюк Ҫтаппанӗ киввипе юнашар ҫӗнӗ шӑтӑк чавма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр енчен — савӑнӑҫ, тепӗр енчен — шухӑшлама пушшех йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуласлӑхра пире тата йывӑртарах уйрӑлусем кӗтме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫлипе Кӗтерука сӑмах пуҫарма тата йывӑртарах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗччен тӳсме тата йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунӗ паян ӗнерхинчен те шӑрӑхрах, сывлама тата йывӑртарах

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫак сӑмахсем чи йывӑр айӑплавран та йывӑртарах пулчӗҫ Иринӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Иринӑн ӗҫӗ пирӗннинчен чылай йывӑртарах тата пачах уйрӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Петӗр патша медалӗнчен йывӑртарах та — аптрамасть.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чирпе аптраканскерне мотористра чӑнах та йывӑртарах пуль ҫав, — терӗ Дубов.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тата темиҫе утӑм турӗ, малтанхинчен те йывӑртарах урасене шутарма.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех