Шырав
Шырав ĕçĕ:
Леопард питӗ вӑйлӑ, ярса тытнӑ апата вӑл пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине улӑхтарать, капла вӑл, никам та чӑрмантарман чухне, хӑйӗн апачӗпе киленме пултарать.
«Леопардсем пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине хӑпараҫҫӗ...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/251
Леопардсем пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине хӑпараҫҫӗ.
«Леопардсем пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине хӑпараҫҫӗ...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/251
Эпир кӗҫех малалла утӑпӑр, мӗнлӗ юханшывпа пӗр йывӑрлӑхсӑр океана ишсе ҫитӗпӗр.Мы скоро снова двинемся в путь и по удобной реке без всякого труда доплывем до океана.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Ҫавӑн пек вӑрҫӑра ҫӗнтертӗмӗр те, йывӑрлӑхсӑр мар ӗнтӗ, — терӗ вӑл, темле, тӗлӗннӗ саспа.— Выиграть такую войну, да чтоб не было трудно? — с оттенком удивления произнес он.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Эпир пӗлетпӗр: ҫынра мӗн япӑххи пурри пӗтӗмпех пӗтет, анчах вӑл сасартӑк мар, хӑй тӗллӗн мар, йывӑрлӑхсӑр мар пӗтет, — ҫакна пӗрмаях асра тытса тӑмалла та ӗнтӗ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав тери ҫӑмӑллӑн та ҫӗкленӳллӗн, питӗ меллӗн те ирӗккӗн утса, маттуррӑн тӑва-тӑва пачӗҫ рота вӗренӗвне сатур та чӗп-чӗрӗ, уҫӑ та хаваслӑ ҫынсем, — калӑн, тӗрӗслӳ вӗсемшӗн пач та хӑрушӑ экзамен мар, темле савӑнӑҫлӑ та ним йывӑрлӑхсӑр йӑпану ҫеҫ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫӑмӑллӑн тӗл пулнӑ, ҫӑмӑллӑн, пӗр йывӑрлӑхсӑр, кулянмасӑр, кулянса калаҫмасӑр уйӑрӑлнӑ, тепӗр эрнерен вара ют ҫынсем пек тӗл пулнӑ, ячӗшӗн тенӗ пек ҫеҫ сиввӗн йӑл кулса илнӗ, ниме пӗлтермен темиҫе сӑмах каланӑ.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пурнӑҫ йывӑрлӑхсӑр пулмасть тесе хӑвах калатӑн вӗт-ха.Ты ведь сам мне говорил, что в жизни не всегда бывает легко.
Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Паллах, йывӑрлӑхсӑр мар.
Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Анчах кунта та йывӑрлӑхсӑр мар-мӗн.
Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Паллах, йывӑрлӑхсӑр пулман ӗнтӗ вӗсен пурнӑҫӗ, ӗмӗр ӗмӗрлесси хир урлӑ каҫасси кӑна мар-ҫке.Естественно, их жизнь без трудностей не была, жизнь прожить, не поле перейти.
Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
- 1