Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ишӗлчӗкӗсен (тĕпĕ: ишӗлчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑрт-тӗмеске ҫине унта-кунта ҫурт-хуралтӑ ишӗлчӗкӗсен сивлек мӗлкисем ӳкнӗ.

Кое-где на холмах бросали унылую тень развалины жилищ.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Туратсене сирчӗ те — цирк ишӗлчӗкӗсен хушшине пытарса лартнӑ ҫунатлӑ кимӗ ҫине аллипе тӗллерӗ.

Раздвинув ветви, он показал спрятанную среди развалин цирка крылатую лодку.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗр ҫинчен вӗҫсе улӑхас умӗн вӑл ҫакнашкал маскӑсен ӳкерчӗкӗсене курнӑччӗ ӗнтӗ; вӗсене нумаях пулмасть Нигер ҫыранӗсен хӗрринчи ҫав тери пысӑк хуласен ишӗлчӗкӗсен хушшинче тупнӑ.

Незадолго до отлёта с земли он видел снимки подобных масок, открытых недавно среди развалин гигантских городов по берегам Нигера.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кларк кирпӗч ҫуртӑн ишӗлчӗкӗсен хушшинчен тухрӗ те никам пурӑнман ҫӳп-ҫаплӑ вырӑна ҫитрӗ.

Кларк выбрался из старых кирпичных развалин, пересек пустырь.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хӑш-пӗр ҫуртсен ишӗлчӗкӗсен умӗнче чарӑнса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Дворянсем пурӑннӑ ҫуртӑн халӗ те-ха мӑнаҫлӑн курӑнма тӑрӑшакан ишӗлчӗкӗсен ӑшӗнчен, таҫта шалтан, хӗрсем ҫӑри-ҫари ҫухӑрашни, Коля-телеграфистӑн тенорӗ, ростовщик ывӑлӗн, Ванька Хряповӑн, чан ҫапнӑ евӗр хулӑн сасси, Фимка Пушкаревӑн янкӑс юррисем, гитара янӑранисем илтӗнсе тӑраҫҫӗ — анчах та ҫав кичем те ӳсӗр пурнӑҫӑн ҫакӑн йышши мӗнпур янӑрашӑвӗ Симӑна тата ӑна итлесе ларакана пӗрре те чӑрмантармасть.

Из глубины всё ещё важных развалин дворянского дома порою долетали визги девиц, тенор Коли-телеграфиста, колокольный голос Ваньки Хряпова, сына ростовщика, бойкие песни Фимки Пушкаревой, звон гитары — но все эти звуки тоскливой и пьяной жизни не мешали Симе и его слушателю.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Инҫетре-инҫетре, куҫпа виҫейми тинӗс хӗрринче Севастополь ларать, унта… ӑҫта та пулин хула ишӗлчӗкӗсен хушшинче, тен, манӑн йӑмӑкӑм каллех «Анюта юррине» юрлать пулӗ.

Невидимый глазу, за просторами моря лежал Севастополь, а там, где-то в развалинах города, снова пела песню Анюты моя сестренка.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ Клисурӑ ишӗлчӗкӗсен айне хама пытаратӑп.

Я похороню себя под развалинами Клисуры.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех