Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ишме (тĕпĕ: иш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтӑнса шыва кӗчӗҫ те пӗренерен тытса ишме пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ятарласа шывра ишме ҫуралнӑ темелле ӑна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта кӑткӑсем ишме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юхин, ишме икӗ ҫынна чӗнсе, кимӗ ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вова: «Тете, тете, карттуса шыва чӑмса ил-ха, эс ишме пӗлетӗн вӗт!» — тесе тилмӗрет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Темскер шатӑртатрӗ, чӑмпӑлтатрӗ, ӳкрӗ, куҫсенче каллех ҫалтӑрсем ишме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Умӗнчи темӗн ҫӳллӗш хума тӗртсе, халиччен лӑпкӑн тӗлӗрсе выртакан кӳлӗ ҫийӗн шав кӑларса, таврана хускатса самаях хӑвӑрт ишме пуҫларӗ хайхи.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Дежнёв Колымаран Анадыре ҫити тепӗр хут ишме тухма хӑтланнӑ, анчах ҫакӑ ӑнӑҫлӑ вӗҫленмен.

Попытки повторить плавание Дежнёва из Колымы до Анадыря не приводили к успеху.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Унӑн пулӑ евӗрлӗ кӗлетки, урисем, хӳрисем пурте шывра ишме пит аван.

Его рыбообразное туловище, ноги и хвост удобны для плавания.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пурӑнакан чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем пӳрт тӑррине хӑпарса кайрӗҫ те кӗмсӗртеттерме, ишме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентмелле.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Ытларах чухне ҫын ишме пӗлменнипе мар, сехӗрленсе ӳкнипе путать.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетес тӗлӗшпе хушма мерӑсем ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Хушӑвне пурнӑҫа кӗртсе «Хӗлхем» спорт шкулӗнчи бассейнра 2-4-мӗш классенчи ачасене ишме вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсенче, бассейн пур вӗрентӳ ҫурчӗсенче ачасем инструкторсемпе тӳлевсӗрех ишме вӗренме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

Унпа килӗшӳллӗн «Ишме вӗрен» акци пырать.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

Ксюша паян ишме вӗренес килменнине ӑнланчӗ, ун вырӑнне ашшӗ ӑна шывра алӑпа ярӑнтарчӗ.

Ксюша решила для себя, что не хочет сегодня учиться плавать, и вместо этого папа покатал ее в воде на руках.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Тимофей урасем шыв тӗпне ҫитнӗ ҫӗрте шыва кӗнӗ вӑхӑтра папа Настьӑна ишме вӗрентрӗ.

Пока Тимофей купался там, где ноги достают до дна, папа учил Настю плавать.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Хӗрачасем ишме вӗренеймен-ха.

Девочки еще не научились плавать.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Ларура «Валдай» карапсем тӗрлӗ региона ишме пуҫлани, Шупашкарти аэропорта юсаса ҫӗнетес ӗҫ малалла пыни пирки те калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Транспорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60497

Ишме пӗлнӗрен-и е пальто арки саркаланнӑран-ши тӑруках путмарӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех