Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлемесӗр (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питех шута хуман ҫынсен канашне итлемесӗр тӑмалла мар.

Не нужно относиться скептически к советам людей, которых вы не воспринимаете всерьёз.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

… Вӑхӑт, кам хушнипе-хӗтӗртнипе-ши, ниме пӑхмасӑр, никама итлемесӗр шав малалла васкать.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл панӑ канашсене итлемесӗр тӑма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Чесноков бригадин ҫӗнӗ объект тума тытӑнмаллаччӗ, анчах Григориу, стройтрест администрацийӗ хушнине сӗмсӗррӗн итлемесӗр, Чесноков бригадине ҫӗнӗ объект тума мар, урӑх ҫӗре, тепӗр бригадӑна пулӑшма куҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пруткина итлемесӗр Григориу ҫине кулкаласа пӑхрӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗчӗк Лена, виҫҫӗмӗш класра вӗренекенскер, уроксем хыҫҫӑн шартлама сивве те пӑхмасӑр, амӑшӗ чарнине те итлемесӗр, тӑвайккине йӗлтӗрпе ярӑнма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗрре ҫапла «закон божий» урокӗнче Иванов, пуп мӗн вӗрентнине итлемесӗр, Кольцов сӑввисене вуласа ларать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Микула хумханнипе хӑй тавра мӗн пулса пынине курмасӑр, мӗн калаҫнисене итлемесӗр малалла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн йӑли ҫакнашкал: аякри ҫултан таврӑнсан ҫеҫ мар, кӳршӗрен таврӑнсан та лаши мӗнле тӑнине пӑхмасӑр е апатне кӑмӑртаттарса ҫинине итлемесӗр пӳрте кӗмен вӑл.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫӑ патӗнче хуралта тӑнӑ стрелецсем ҫапах та чӑвашсем вӗсене итлемесӗр улӑха каҫни ҫинчен Кӑрмӑша кайса пӗлтернӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Натали агрономпа бригадирсене «Ухмахсем, мӗн хӑтланатӑр эсир?» тесе вӑрҫать, лешсем ӑна итлемесӗр хуран тавра чупкаласа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка, амӑшӗ вӑрҫнине итлемесӗр тухса каяс пек, чӳречерен пӑхать.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн хӑйӗнчен асли хушнине итлемесӗр тӑрас йӑла пур.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Старик мӗнле пупленинчен ҫынсем ҫакна чухлаҫҫӗ: Пикпав вӑл вырӑна лайӑх пӗлет, тен, ыттисенчен маларахах пулса курнӑ-ха вӑл унта, хӑй тӗллӗн ку сӑрт киремет карти тума майлӑ тесе шутласа хунӑ, анчах йӑли ҫапла — ват ҫын сӑмахне итлемесӗр ӗҫе татса пама ҫук.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑсем ӑҫта? — ҫухӑрашрӗ Тукай, вӑл мӗн каланине итлемесӗр.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Беклемишев ун юлашки сӑмахӗсене итлемесӗр алӑкран тухса кайнине курсан вӑл хӑй тӗллӗн каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мухаммед-Гирей савӑнать: лайӑх тӑн пачӗ вӑл халиччен ӑна итлемесӗр пурӑннӑ Василий Ивановича!

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн кӗҫӗн ывӑлӗ ашшӗне итлемесӗр хирӗҫсе, патшалӑха уйӑрттарас шутпа кумансен енне тарчӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ут утланса хӑваламаллаччӗ пуль вӗсене, э? — терӗ Ахтупай ӑна итлемесӗр.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл та ҫавӑн евӗрлех, тимлӗ итлемесӗр ӑна ҫӗнӗ юрӑ тесе шутлама та йывӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех