Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлеместӗр (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир нихҫан та ман сӑмахсене итлеместӗр.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыттисен сӗнӗвӗсене итлеместӗр, хӑвӑр пӗлнӗ пек тӑватӑр.

Вы не прислушиваетесь к советам других людей, поступаете так, как знаете и хотите всё делать сами.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Итлеместӗр пулсан мана та вӗлерӗр унпа пӗрле.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хуҫа сире хӗнеме хушать, эсир вӑл каланине итлеместӗр ав.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах вӑл ҫак сӑмахсене каласа та пӗтереймерӗ, Илле сиксе тӑрса чышкӑпа кантӑка ҫапса ҫӗмӗрчӗ те мӗн пур сасӑпа ҫухӑрса ячӗ: — Итлеместӗр пулсан, акӑ сире! — терӗ те вӑл тепӗр кантӑкне те ҫӗмӗрме пикенчӗ.

Но не успел он еще выговорить этих слов, как Илья вскочил, ударил кулаком в стекло и закричал во всю мочь: — Не хотите слушать, вот вам! — и бросился к другому окну, чтоб и то разбить.

VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Хӑвӑр командирӑра итлеместӗр.

Своего командира не слушаетесь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Ах, Уэлдон миссис, — тавӑрчӗ Дик ӑна хирӗҫ, — итлеместӗр ҫав эсир капитанӑра.

— Ах, миссис Уэлдон, — улыбаясь, ответил Дик, — вы не слушаетесь своего капитана.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ашкӑнатӑр тата итлеместӗр пулсан, пурӑнӑр хӑвӑр тӗллӗн, — тесе хӑратнӑ вӑл.

Живите одни, как знаете, раз такие озорники и неслухи, — грозилась она.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

— Начальниксем каланисене итлеместӗр! — тесе ӑнлантарнӑ фельдфебель, хӑлхисене сӑтӑркаласа.

— Не слушаете приказаний начальства! — объяснил фельдфебель, потирая ухо.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

— Аппа, эсир мана мӗншӗн итлеместӗр?

— Тетя, что же вы меня не слушаете?

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Аппа, эсир вӗт итлеместӗр!

Тетя, да вы же не слушаете!

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мӗншӗн итлеместӗр?» — хӑйӑлтатать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

47. Кам Турӑран, ҫавӑ Турӑ сӑмахне итлет; эсир Турӑран мар, ҫавӑнпа итлеместӗр, тенӗ.

47. Кто от Бога, тот слушает слова Божии. Вы потому не слушаете, что вы не от Бога.

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫапла ӗнтӗ, священниксем, ҫак ӳкӗт сирӗн валли: 2. эхер те эсир итлеместӗр пулсан, Манӑн ятӑма мухтассине чӗрӗр патне илместӗр пулсан, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сирӗн ҫине ылхан ярӑп, сирӗн пиллӗхӗрсене ылханӑп, ылханатӑп та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫакна чӗререн тӑвасшӑн мар.

1. Итак для вас, священники, эта заповедь: 2. если вы не послушаетесь и если не примете к сердцу, чтобы воздавать славу имени Моему, говорит Господь Саваоф, то Я пошлю на вас проклятие и прокляну ваши благословения, и уже проклинаю, потому что вы не хотите приложить к тому сердца.

Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Эсир вара, Израиль килӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Мана итлеместӗр пулсан, кашнийӗ хӑйӗн йӗрӗхӗсем патне кайтӑр, ҫавсене пуҫҫаптӑр, анчах хӑвӑрӑн парнӗрсемпе, хӑвӑрӑн йӗрӗхӗрсемпе Манӑн таса ятӑма урӑх ан ирсӗрлетӗр.

39. А вы, дом Израилев, - так говорит Господь Бог, - идите каждый к своим идолам и служите им, если Меня не слушаете, но не оскверняйте более святого имени Моего дарами вашими и идолами вашими,

Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: пилӗкӗре Вавилон патшишӗн ӗҫлеме авӑр, вара Эпӗ хӑвӑр аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр, 22. Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Вавилон патшишӗн ӗҫлӗр тенине, итлеместӗр пулсассӑн, 23. Эпӗ ҫапла тӑвӑп: Иудея хулисемпе Иерусалим таврашӗнче савӑнӑҫ сассипе хӗпӗртӳ сасси те, кӗрӳ каччӑ сассипе ҫураҫнӑ хӗр сасси те илтӗнмӗ, ҫак пӗтӗм ҫӗр ҫинче этем йӗрри те пулмӗ, тенӗ.

21. Так сказал Господь: «склоните плечи ваши, чтобы работать царю Вавилонскому, и будете жить на земле, которую Я дал отцам вашим; 22. а если не послушаете гласа Господа, чтобы служить царю Вавилонскому, 23. Я сделаю то, что исчезнет в городах Иудейских и окрестностях Иерусалима голос веселья и голос радости, голос жениха и голос невесты, и не будет на всей этой земле следа обитающих».

Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эхер те эсир: «ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнасшӑн мар» тесе Ҫӳлхуҫа Туррӑра итлеместӗр пулсассӑн, 14. «ҫук, эпир Египет ҫӗрне каятпӑр, унта вӑрҫӑ курмӑпӑр, трупа сассине илтмӗпӗр, выҫӑпа аптӑрамӑпӑр, унта пурӑнӑпӑр» тетӗр пулсассӑн, 15. Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсир Египета каясах тетӗр пулсассӑн, унта ҫитсе вырӑнаҫатӑр пулсассӑн, 16. хӑвӑра хӑратса тӑракан хӗҫ сире унта та, Египет ҫӗрӗнче те, хӑваласа ҫитӗ, хӑвӑра сехӗрлентерсе тӑракан выҫлӑх та хӑвӑр хыҫҫӑнах унта, Египета, пырӗ, вара унтах вилсе пӗтетӗр.

13. Если же вы скажете: «не хотим жить в этой земле», и не послушаетесь гласа Господа Бога вашего, говоря: 14. «нет, мы пойдем в землю Египетскую, где войны не увидим и трубного голоса не услышим, и голодать не будем, и там будем жить»; 15. то выслушайте ныне слово Господне, вы, остаток Иуды: так говорит Господь Саваоф, Бог Израилев: если вы решительно обратите лица ваши, чтобы идти в Египет, и пойдете, чтобы жить там, 16. то меч, которого вы боитесь, настигнет вас там, в земле Египетской, и голод, которого вы страшитесь, будет всегда следовать за вами там, в Египте, и там умрете.

Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Кала вӗсене, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Мана итлемесессӗн, Эпӗ панӑ саккунпа — хӑвӑра панӑ саккунпа — пурӑнмасассӑн, 5. Манӑн чурасен, пророксен, — эсир итлеместӗр пулин те, Эпӗ сирӗн пата ярса тӑнӑ, ҫине-ҫинех ярса тӑнӑ пророксен, — сӑмахӗсене тӑнламастӑр пулсассӑн, 6. Эпӗ ҫак Ҫурта Силом пекех туса хӑварӑп, ҫак хулана вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх ылханӗ ҫитмелле тӑвӑп.

4. И скажи им: так говорит Господь: если вы не послушаетесь Меня в том, чтобы поступать по закону Моему, который Я дал вам, 5. чтобы внимать словам рабов Моих, пророков, которых Я посылаю к вам, посылаю с раннего утра, и которых вы не слушаете, - 6. то с домом сим Я сделаю то же, что с Силомом, и город сей предам на проклятие всем народам земли.

Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех