Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлемен (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Зоя ӑна итлемен, амӑшне систермесӗрех поликлиникӑна тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Шухӑша путнӑ Ҫтаппан, Богдановпа крючниксем ырланине итлемен пекех, Матӗрне ӑмсанса пӑхнине те асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алексей, Миша, Ефрем, Римма, Николай, Наташа тата ыттисен пурнӑҫӗшӗн пӑшӑрханнипе-асапланнипе чун канӑҫне ҫухатрӗ, ҫав итлемен харсӑр ҫынсен пурнӑҫне кирек-кама шанса парассине ӑнланма-тӗлленме пултараймарӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ямпахтӑ ялӗнче вӑрттӑн профилактика ӗҫне туса ирттернӗ май ҫав пилӗк чекист ӗҫкӗ йӗркеленӗ, хӗрсене йӑха тӑсма хистеме хӑтланнӑ, анчах лешсем итлемен, тарса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫуллахи каҫсенче вӑл кӗтӗве кӗтсе илетчӗ, ачашшӑн йынӑшса ӗнине ҫавӑратчӗ, итлемен, пӳрчӗ умӗнче ҫаврӑнакан сурӑхӗсене картишне хӑваласа кӗртетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна Павлик хӑйне итлемен пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Анчах та, эп каларӑм-ҫке, — терӗ Звягинцев ҫемҫен, ҫав вӑхӑтрах ҫине тӑрса, итлемен ачана ӳкӗтленӗ пек.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Мана эсир эп каланине итлемен пек туйӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах Прохорова ӑна итлемен пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак вӑхӑтсенчи пек радиона та ытлашши тӑнласах итлемен пулӗ, пит сайра яракан телевизора та, теме шыранӑ тенӗн, чун хӗмӗсене хӗстере-хӗстере ытлашши тинкерсе пӑхман?

Куҫарса пулӑш

«Ҫак вӑхӑтсенчи пек радиона та ытлашши тӑнласах итлемен пулӗ…» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/22

Тӗл-тӗл хӗсӗнсе тӑнӑ ӑвӑссем ҫеҫ, каласа итлемен чарусӑр ачасем пек, ҫулҫисемпе шапӑлтатса илеҫҫӗ-илеҫҫех.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хушнине итлемен ҫынпа ӗҫ тӑваймӑн, хӑтӑлмалла унран мӗнле те пулин.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эпӗ пурнӑҫа ӑнланайман, мӗншӗн тесен хам ҫинчен хам тӗрӗс мар шутланӑ, эпӗ пурнӑҫ айккинче тӑнӑ, юлташсем каланине итлемен, пурӑнса куричченех, асту-ха эсӗ, тӳрех тунсӑх чирӗпе чирлесе кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Итлемен выльӑх, кайри урисене тӑлланӑ пулин те, кӗрхи выҫӑ шӑнасем ҫыртнине тӳсеймесӗр ташланӑ пекех тӑпӑртатать, мӑйракипе хӑмсарать, хӳрипе ҫапкалашать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун чухне кам пупа хирӗҫ тӑнӑ, ҫӗнӗ саккуна итлемен, ҫавӑ халиччен курман вилӗмпе ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах эсир ун сӑмахне итлемен, ӑна хӑвӑр енчен пачах та пулӑшман.

А вы не прислушались к его словам, не поддержали его.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Итлемен ача умӗнче турӑ кӗнеки выртнине курсан: «А, следишь по книге», — терӗ те пуп каялла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫамрӑк чухне, выртмаран-мӗнтен таврӑнсан, мӗн чухлӗ итлемен пуль вӑл чӗкеҫ юрланине.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патша халь хӑйне итлемен боярсене вӑйлӑ тавӑрать тет.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑннисене итлемен пӗчӗк ачасене ҫавӑнтах хӑлхаран тытса айккинелле сӗтӗрсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех