Шырав
Шырав ĕçĕ:
Историн пӗр учебникӗ тӑватӑ томран тӑрать – «Раҫҫей историйӗ» тата 10-мӗшпе 11-мӗш классем валли «Пӗтӗмӗшле истори».
Пушкӑртстанри аслӑ класра вӗренекенсем историне ҫӗнӗ учебниксемпе вӗренӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3404396
Вӗсене истори килӗшет — парӑр истори, кирек мӗнле пулсан та историе ытларах вӗрентӗр!Нравится им история — давайте им историю, как можно больше истории!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Пирӗн истори, — тесе пуҫларӗ Гарри Грант, — ытти робинзонсен историйӗ пекех, пушӑ утрав ҫине ҫакланнӑ хыҫҫӑн ҫутҫанталӑк вӑйӗсемпе кӗрешес ӗҫре хӑйӗн вӑйӗ ҫине ҫеҫ шанакан ҫыннӑн историйӗ пекех.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
«Херш карьери аяла анса ларнӑ», «Камелота пӗтерес ӑссӑрла ӑнтӑлура… пайӑн-пайӑн Херш, утӑм хыҫҫӑн утӑм ҫирӗппӗн туса, хӑйӗн карьерипе таса ятне тӗп тунӑ», «Ку кӑштах вӗрентекен истори те, кӑштах йӳҫӗ тутӑ паракан фарс та — ҫынсем ыйтнине тата журналистикӑна юрас тесе пулса иртнӗ ултав тата ҫын хӑйне хӑй улталанин историйӗ» — прессӑра кӗнеке пирки тата автор ҫинчен ҫапла хаклавсем пичетленнӗ.
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
Мускавран А. Размадзе доцента (математика), Питӗртен — С. Авалиани доцента (истори) чӗнсе илнӗ, вӗсемсӗр пуҫне Ш. Нуцубидзе (истори), Г. Ахвледиани (чӗлхе пӗлӗвӗ), А. Шанидзе (филологи) ҫумсем пулса тӑнӑ, Е. Такайшвилипе (археологи), Ю. Абуладзе (перс чӗлхи) — ӑслӑх ертӳҫисен вырӑнне йышӑннӑ, Европа чӗлхисене Е. Орбелиани (хрантсус), В. Гамбашидзе (акӑлчан), И. Кипшидзе (нимӗҫ) вӗрентнӗ, Грузире пурӑннӑ Артур Лейст нимӗҫ ҫыравҫине те вӗрентӳ ӗҫне явӑҫтарма шутланӑ.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
— Фашистсем ҫеҫ мар, ытти капиталистсем те пире тем пек пӗтерӗччӗҫ те, истори вӗсем тӑвас тенӗ пек пулмасть ҫав, историе уйрӑм ҫынсем мар — халӑх тӑвать, пирӗн пек ҫынсем тӑваҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тепӗр вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 5-9-мӗш классем валли истори учебникӗсем хатӗр пулӗҫ – ҫӗршыв шкулӗсем историн пӗр линейкине илӗҫ.
Пушкӑртстанри аслӑ класра вӗренекенсем историне ҫӗнӗ учебниксемпе вӗренӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3404396
Вара ҫапла калаҫҫӗ: «Вӑрҫӑ тата мир» романӑн содержанийӗ — вырӑс обществин 1812 Ҫулхи вӑрҫӑ тапхӑрӗнчи тата декабристсен малтанхи вӑрттӑн союзӗсем пуҫланнӑ ҫулсенчи пурнӑҫне, вырӑс ҫыннисен ӗҫне-хӗлне, паттӑрлӑхне, ҫемье ыйтуне, уйрӑм ҫыннӑн историри рольне, обществӑ умӗнчи тивӗҫне «халӑх шухӑшӗн» ҫутипе, Толстойӑн истори, философи, нравственноҫ тӗлӗшӗнчи шухӑшӗсен, ӑнланӑвӗн, вӗрентӗвӗн ҫутипе кӑтартса пани, ӑнлантарни, теҫҫӗ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Тӑван ялти шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра пире Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗсем: Дмитрий Александрович Акирейкин — математикӑпа физика, Иван Фролович Канюков — вырӑс чӗлхипе литература, Василий Тарасович Мишин — истори, Сергей Дмитриевич Сорокин — биологипе географи, Илларион Тудирякович Ядаринов — истори предмечӗсене вӗрентрӗҫ.
Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.
4. Кашни ҫын истори тата культура еткерне сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшма, историпе культура палӑкӗсене упрама тивӗҫ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Эпир мӗн пӗлни вӑл — капитализмлӑ обществӑна чи лайӑх пӗлекенсем, ҫак общество мӗнле аталанса пырассине малтанах пӗлнӗ чи пысӑк ӑс-пуҫсем пире тӗп-тӗрӗссӗн кӑтартса пани, — вӑл мӗнпурӗ те ак ҫакӑ кӑна пулать: пурнӑҫа ҫӗнетсе тӑвас ӗҫ истори тӗлӗшӗнчен, кирек епле пулсан та, ҫак пысӑк линипе пымалла, производство хатӗрӗсене уйрӑм харпӑрлӑхпа тытса тӑрас йӗркене истори пӗтермелле, вӑл йӗрке тӗп пулмалла, эксплуататорсене хуть мӗн пулсан та экспроприацилемелле, — ҫаксене кӑна эпир пӗлнӗ…
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сан сӑмахна тавӑрса, эпӗ пӗр тӗлӗнмелле истори каласа парӑп, вӑл истори Галилей уйӑхӗсем авалрах тинӗс тӑрӑх ҫӳрекенсене ҫул тупма мӗнле пулӑшни ҫинчен калать.
Юпитер // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Матроссенчен ыйтса, эпӗ Баринов хӑйне кичем пулнипе ман ҫинчен питех те тӗлӗнтермелле истори туса каласа панине пӗлтӗм; вӑл истори вӗҫӗнче эпир, Хохолпа иксӗмӗр, авалхи викингсем пек, мужиксен ушкӑнӗпе пуртӑсемпе каса-каса ҫапӑҫнӑ-имӗш.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ахаль фактранах интереслӗ истори тума мана ӑс пит нумаях кирлӗ марччӗ, ҫав историн никӗсӗнче яланах «куҫа курӑнман ҫип» тӑсӑлса пыратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Иккӗмӗш съезд йышӑннӑ решени тӑрӑх, социал-демократсем нимӗнле кӑтартусем те памаҫҫӗ, истори тӗлӗшпе те справка та памаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Гольдман — вӑл истори ӗнтӗ.
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл историре эпӗ хам пуҫа шухӑш пырса кӗнипе ҫынсен, характерӗсене улӑштараттӑм, пулса иртнӗ ӗҫсене пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫарса лартаттӑм, вӑл истори маншӑн, хам кукаҫей турри пекех, ирӗклӗ пулса тӑмалли тӗнче пек пулатчӗ, кукаҫей турри те хӑй мӗнле шутлать, пуринпе те савӑн пек выляса тӑрать.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Иконин мана курсан савӑнсах кайрӗ, хӑй историпе экзамен тепӗр хут тытасси, истори профессорӗ ун ҫине пӗлтӗрхи экзаментах ҫиленни, вӑл ӑна ун чухне те пӑтраштарса яни ҫинчен пӗлтерчӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл истори вӗрентетчӗ, анчах историри событисемпе геройсем ҫинчен те темле ҫиллессӗн, тарӑхса калаҫатчӗ, лешсем ӑна темпе кӳрентернӗ, тейӗн.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ку истори тӗлӗнмелле истори пулнӑ пирки унӑн ятне улӑштаратӑпах ӗнтӗ, эпир ӑна Олексий Кущевой тесе чӗнӗпӗр.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
— Истори, пиччем, истори, — хутшӑнать хулӑн саса.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.