Шырав
Шырав ĕçĕ:
ирӗпех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Оленин Марьянӑна курас ӗмӗтпе ирӗпех картиш тӑрӑх ҫӳрерӗ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ирхине, каярах юлса вӑрансан вара, ӗлӗкхи сӑмахсем вырӑнне икӗ сӑмах ҫеҫ пӗр сӑмахпа кӗрешеҫҫӗ: «курнӑҫаймӑп» — «курнӑҫӑп-ха», — ирӗпех ҫапла пырать; ҫак кӗрешӳре пурте, пурте манӑҫа тухаҫҫӗ, «курнӑҫаймӑп» текен пӗчӗк сӑмаха хӑйӗнчен ярасшӑн мар хӑтланакан, ӑна ярса тытакан, тытса тӑракан пысӑкрах сӑмах та манӑҫа тухать; пӗчӗк сӑмахӗ вара тарса каять те ҫухалать, тарса каять те ҫухалать: «курнӑҫӑп-ха»; пысӑкрах сӑмах пӗчӗк сӑмаха хӑйӗнчен ярасшӑн мар пулса вӑй хунӑ чух пурте, пурте манӑҫа тухать, анчах вӑл хӑйӗнчен чӑнах та ямасть иккен, тытса тӑрать, ӗлӗкхи пӗчӗк сӑмаха ниҫта та тартас мар тесе, хӑйне пулӑшма тепӗр пӗчӗк сӑмаха чӗнет: «ҫук, курнӑҫаймӑп…» «ҫук, курнӑҫаймӑп», — ҫапла, халӗ ӗнтӗ икӗ сӑмах улшӑнчӑк кӑмӑллӑ пӗчӗк сӑмаха хӑйсен хушшинче ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ, вӗсенчен вӑл ниҫта та тараймӗ, вӗсем ӑна хӑйсен хушшине хӗстерсе хунӑ: «ҫук, курнӑҫаймӑп» — «ҫук, курнӑҫаймап…»
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1