Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗксӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ирӗксӗр (тĕпĕ: ирӗксӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нихҫан ӗҫмен рабочисене те эрех ирӗксӗр илтернӗ».

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Ахальтен-им Ваҫли, иккӗшне ирӗксӗр уйӑрнӑран вара, улаха тухма пӑрахрӗ, ҫамрӑксен вӑййи-куллине хутшӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Малтан хӑратсах ирӗксӗр ҫырӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Артеле ху ирӗкӳпе кӗмесен, ирӗксӗр пӗрлештереҫҫӗ тесе каланине илтрӗм-ха эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫҫӗмӗшне кунта ирӗксӗр качча пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс хушнипе унӑнне кӑкӑрне касса илнӗ тет, ывӑлне, ман мӑнука, ирӗксӗр тӗне кӗртнӗ тет, халь вӑл Утямӑш ятлӑ мар, Александр ятлӑ тесе ҫыртӑм.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗркунхи йӑнӑша тепӗр хут тӑвас марччӗ ҫеҫ, хӗре ирӗксӗр йӗнер ҫине ҫӗклесе хурса хыҫалтан юлан утсемпе хӑвалаттарас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Никам та ирӗксӗр памарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан Пинеҫ кинӗ патне вучахран вӗретнӗ сӗт илсе пычӗ, ӑна, сӑра-кӑрчамана ӗҫтернӗ пек, ирӗксӗр, чашӑкне тӗрте-тӗртех ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Муллана ирӗксӗр сӗтӗрсе пырса ҫыртарчӗҫ ҫырӑва.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хазрат Кучак, эс мана хам тума пултарайман ӗҫ хушатӑн, эпир аттепе тахҫанах ҫыхӑну тытма пӑрахнӑ, эпӗ ӗнтӗ ӑна каласа ӳкӗте кӗртес ҫук, чӑн-чӑн тӑшмансем пек пурӑнатпӑр унпала тенӗ пулсан хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ ӑна чӑваш ҫӗр-шывне ирӗксӗр хӑваласа ямастчӗ те пуль.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Рабочисене тата кунла ӗҫленӗ ҫынсене стражниксем ирӗксӗр ӗҫ патне хӑвалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр кунне тин вара Вӑтӑр ҫынлӑ конвойпа Илсе тухрӗҫ сарайран Пире ирӗксӗр, вӑйпа.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Вӑл ҫулсенче 30 — 40 ялтан пӗр чӑваш-ик чӑваш пӗр-пӗр шкула кӗркеленӗ пуль ӗнтӗ, вӗсем те пулин вӗрентме ирӗксӗр тытса кайнисем ҫеҫ.

Ведь в те годы из 30–40 чувашских деревень в школах обучались не более двух-трех человек, и то не по своей воле, а в приказном порядке.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулая юратсах пӗтерейменнипе кил хуҫи унпа ирӗксӗр ҫех калаҫкалать.

То, что Михабар недолюбливал Мигулая, чувствовалось даже в его голосе.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Киле» таврӑнсан та — ан тив, ирӗксӗр ҫеҫ пултӑр — каллех суйма тивет.

И теперь по возвращении ему опять придется врать, пусть даже поневоле.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирӗксӗр хӑваласа пуҫтарсан райран та тухса тарать тет этем.

Не зря говорят, что загнанный в рай силой сбежит даже оттуда.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирӗксӗр ҫех апат ҫырткаларӗ, хӑйне пусӑхласа кӑна шыв хӗрне анса ҫӑвӑнса хӑпарчӗ.

Нехотя поужинал, заставил себя ополоснуться у пруда.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирӗксӗр ӗҫтерчӗ.

Заставил.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗр улми уя ирӗксӗр ларттармалла мар, пахчарипе те ҫитет.

И картошку в поле сажать силком не велено, хватит той, что в огородах.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех