Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑйӗн вӑйне ҫӳле хуракан, ӗҫчен, хӑйне усӑ тӑвассишӗн хӑйне хӑй хӗрхенмен ҫын пек тыткалакан этем пулас (куратӑн-и, эп тӳр кӑмӑллӑ), анчах вӑл ҫын кӑмӑлне шута илмесӗр пурне те хӑратса хӑй ирӗкне пӑхӑнтарма тӑрӑшакан ҫын.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Павел унтан акӑ мӗскер пӗлчӗ: старик хӑйӗн ҫемьине деспотла чӑмӑртаса тытнӑ, вӑл хӑйӗн ҫемьин хӑй тӗллӗн пурӑнас ирӗкне, унран ыйтмасӑр ӗҫ пуҫарса ӗҫ тӑвас хаваллӑхне пӗтӗмпех пусарса лартнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Те хӑрушӑ катастрофа ҫинчен пӗлтерекен хутпа, те тата кичемлӗхпе тунсӑхланнӑ морякӑн хумсен ирӗкне пӑрахнӑ кирлӗ мар ҫыравӗсемпе анчах ҫӳрет вӑл?Тайну ли какого-нибудь кораблекрушения или просто записку, вверенную волнам праздным мореплавателем.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Атте мана тӗлӗнмелле хӑй ирӗкне парӑнтаратчӗ — пирӗн хушӑри хутшӑнусем те тӗлӗнмеллеччӗ.Странное влияние имел на меня отец — и странные были наши отношения.
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл ашшӗне Ксюшӑпа калаҫса пӑхма, вӑл ӑна хур тӑвасшӑн пулнипе мар, пысӑк ӗҫ валли хӑйӗн ирӗкне сыхласа хӑварма ҫирӗп шут тытнипе ҫапла туни ҫинчен ӑнлантарса пама тархасланӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шухӑш-туйӑма ҫеҫ ҫӑварлӑхласа хума кирлӗ мар, вӗсене ӑссӑрлӑх ирӗкне памалла, — вара пулать те.Надо только не взнуздывать чувств, дать простор им, как бешенству, — и все.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл вырӑс халӑхӗн ирӗкне кӑна мар, унӑн пӗтӗм пуласлӑхне хӑратса тӑрать.Он несет гибель не только свободе, но и существованию народа русского.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ватӑ ҫын, улпут ирӗкне ҫырлахтарас тесе, ҫывӑрнӑ пек туса куҫне хупать.
Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ҫак сӑлтавпа пулмалла, хӗрарӑмсем, агитатор ирӗкне парӑнса, Костя ҫине килӗшӳллӗ те ачашшӑн пӑхса илчӗҫ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак вӑхӑт ӑна темшӗн яланах темӗнле ӑсра ҫеҫ палӑракан йӗр пек, ҫав йӗртен аяларах вырӑнта пурнӑҫ хӑех, ҫынсен ирӗкне пӑхӑнмасӑрах, ҫуркуннепе ҫулла епле ӗҫленине итог тунӑ пек туйӑннӑ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Акӑ газик чарӑнать, нумай пулмасть доклад сыхланса усраннӑ папкӑна хул айне хӗстерсе, секретарь комбайн е ҫум ҫумлакан хӗрарӑмсем патне хӑюллӑн утса каять, — пӗр сӑмахпа каласан, вӑл пур ҫӗрте те режиссер ирӗкне тӗплӗн пӑхӑнать…
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Каярахпа ҫав арҫынах эпир, кӑмӑллӑ е сивлерех питкуҫлӑскерне (каллех автор ирӗкне кура), тусана пит хытӑ мӑкӑрлантарса чупакан кивӗ газик ҫинче ларса пынине куратпӑр.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Такамӑн усал ирӗкне пула тенӗ пекех, пурте хӑйне хирӗҫ тӑнӑн туйӑннӑ: е юпах тихине кашкӑр туртса ҫурнӑ, е тыррине пӑр ҫапнӑ, е ӗни лачакана путса вилнӗ, е ним юлми ҫунса кайнӑ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Никама пӑхӑнмасӑр, хӑй ирӗкне мӑнаҫлӑн сыхласа пурӑнакан Володя, амӑшӗ ҫакнашкал ирӗксӗрленине курнипе, ҫав тери тӗлӗнчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Уйӑхне хушса панӑ 20 тенкӗ шалуран 15 тенки катӑлать, 5 тенки управляющи хозяйка ирӗкне юрама тӑрӑшнӑшӑн тата хӗрӗн туйне хатӗрленнӗ май тухакан расходсене витме юлать.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хуть те мӗнле юратсан та, хуть те мӗнле шансан та, хӑйӗн ирӗкне кашниех кирек камран та мӗнпур вӑйӗпе сыхлатӑр.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эрнерен те ытла иртмерӗ, унчченхи пекех сивӗ, ывӑнтаракан, ӑнӑҫсӑр пурнӑҫ, циркулярпа чарсах хуман пулин те, ҫапах ирӗкне те пӗтӗмпех паман пурнӑҫ шӑва пуҫларӗ каллех.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ҫул тинӗс хӗрринелле тухать, вӑл хумсем йӗпетекен хӑйӑрлӑ ҫыран патнех авкаланса ҫывхарать, — йывӑҫ тӗмӗсен те тинӗс хумӗсене ҫывӑхран курас килет, ҫавӑнпа вӗсем кӑвак тинӗсӗн аслӑ ирӗкне пуҫ тайнӑ пек, ҫул урлӑ тайӑлса кармашаҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ҫынсем тӗмсӗлсе, антӑраса кайнӑ пек пулнине ҫав салтаксен тӑлпӑвӗ чӗтрени те сирсе яраймӑн, — ирӗкне пусмӑрлани ҫынсен чӗрисене сӳнтерсе лартнӑ, пуҫ мимийӗсене йӗрӗнмелле ҫӗрӗк ултавпала хыттӑн хупласа хунӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫӗрле маттур Лойко ҫеҫенхирелле инҫете каять, унта вара мӗн ирчченех макӑрать ун купӑсӗ, макӑрса, Зобар ирӗкне тӑпра ӑшне чикет.Уйдет ночью далеко в степь Лойко, и плачет до утра его скрипка, плачет, хоронит Зобарову волю.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.