Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗке (тĕпĕ: ирӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Ленинград хулине фашистсен блокадинчен ирӗке кӑларнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа ««Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале е «Блокадӑллӑ Ленинград ҫынни» палла тивӗҫнӗ Раҫҫей Федерацин гражданинӗсене пӗр хутчен тӳлевпе тивӗҫтересси» ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ.

Президент РФ подписал Указ «О единовременной выплате гражданам Российской Федерации, награжденным медалью «За оборону Ленинграда« или знаком «Жителю блокадного Ленинграда«, в связи с 80-летием полного освобождения Ленинграда от фашистской блокады».

Ленинград блокадине лекнисене 50-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... -l-3445555

Вӑт, ҫав вырӑнсене ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн ӑна тытнӑ та хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл Великие Луки хулине ирӗке кӑларнӑ, Калинин, Смоленск облаҫӗсенчи, Белоруссири, Латвири ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Тӗттӗмлӗх тӗп пулчӗ, мӑшкӑл иртсе кайрӗ — Тин ирӗке тухрӗ тӗп чӑваш чӗлхи…

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ирӗке тухас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

1877 — 1878 ҫулсенчи вӑрҫӑра туркӑсемпе ҫапӑҫнӑ, Болгарие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ…»

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Тӗттӗмӗ тӗп пулчӗ, мӑшкӑл иртсе кайрӗ — Тин ирӗке тухрӑн, тӗп чӑваш чӗлхи!

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Иван Ермолаев Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Иван Ермолаев участвовал в освобождении Чехословакии.

Иван Ермолаев 104 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35692.html

Яваплӑха туймалла, кирек-епле вӑхӑтра та чӗрчунсене ирӗке ярса, пӑрахса хӑварма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Чике старик хур сухал хыҫҫӑн йӗрлесе кайса ҫӗр айӗнчи шӑтӑка анать, Чике старикпе ҫапӑҫать, ӑна вӗлерет те хӗрсене ирӗке кӑларать.

Следуя за Чиге-стариком, батыр попадает в подземный мир, вступает с ним в бой, убивает его и освобождает девушек.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Иртнӗ вӑрҫӑра хӑйсен ялне фашистсенчен кам ирӗке кӑларнине тӗпченӗ май, вӗсем чылай япала пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Севастополь, Феодоси хулисене ирӗке кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Ишим, Курган хулисене ирӗке кӑларса Омска ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Халӑх вӗсене итлесе — Навальныя ирӗке кӑларма чӗнсе — миллионӑн-миллионӑн хуласемпе ялсен урамӗсенче кӗпӗрленессе шанчӗҫ пуль те — ку тӳрре тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Ҫак тапхӑрта ирӗке кӑларнӑ Донбаса гуманитари пулӑшӑвӗ яни те эпир Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе хамӑрӑн тӳпене хывнине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

— Апла эс, Григорий Григорьевич, Маньчжурие ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте те пулнӑ-ха, вӑтӑр тӑххӑрмӗш армире Квантун ҫарне аркатнӑ? — ыйтать кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Анчах… ҫамрӑксем ирӗке юратнине курнӑ та вӗсем, ҫамрӑксене ирӗк пултӑр тесе, кунта куҫса килнӗ, пиччӗшӗ патне.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ирӗке тухсан ҫемьере тата ҫынсемпе хӑвна мӗнле тытмалла?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш хут професси кунне палӑртаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60569

Урӑ чухне Сулагаев асӑрхануллӑрахчӗ-ха, тӳрех апла-капла перкелешместчӗ, анчах киккирикӗ хӗрсен чӗлхине тӳрех ирӗке яратчӗ — кашнинчех тиркешерех калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эрех ӗҫсе айӑпа кӗнӗ пуль-ха председатель умӗнче ку тесе шухӑшлатӑн-тӑр ман пирки эс, анчах эп кирек хӑҫан та виҫине пӗлсе ӗҫнӗ — хама питех ирӗке яман.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех