Шырав
Шырав ĕçĕ:
Асатте тӳрех каласа хурать: пуҫӑмри ҫӳҫ пайӑркине касса илме ирӗк парам та, ҫав усала хӑйӗн йытӑлла сӑмсипе хам таса чунӑма шӑршлама ирӗк памастӑпах, тет.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Мана кирлӗ пек вилме ирӗк парӑр, патша вӑхӑтӗнче пирӗн большевик юлташсем хамӑршӑн епле вилнӗ, ҫавӑн пек вилме ирӗк парӑр!— Дайте мне умереть, как надо, как умирали за нас в царское время наши товарищи большевики!…
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сире пӗрре ирӗк панӑ, эсир икӗ хут ытла ирӗк илтӗр.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Манӑн никамран та нимӗн те ыйтас килмест, манӑн никама та ирӗк пурӑнма чӑрмантарас килмест, хам та ирӗк пурӑнасшӑн.Я не хочу ни от кого требовать ничего, я хочу не стеснять ничьей свободы и сама хочу быть свободна.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эх, ирӗк, ирӗк!
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Санӑн ҫыруна, эсӗ Миронов хӗрне Марья Ивановнӑна качча илме пирӗнтен ирӗк тата пиллӗх ыйтса ҫырнӑскерне, ҫак уйӑхӑн 15-мӗш кунӗнче илтӗмӗр, сана хам енчен пиллеме тата ирӗк пама шутламастӑп та ҫеҫ мар, тата сан патна ҫаврӑнса ҫитсе, ҫавӑн пек иртӗхнӗшӗн сана, офицер чинӗнче тӑратӑн пулин те, ачана ӑса кӗртнӗ пекех вӗрентес тетӗп; мӗншӗн тесессӗн эсӗ, сана, хӑвӑн пек пуҫтахсемпе дуэльсем тума мар, тӑван ҫӗршыва сыхлама панӑ хӗҫе ҫакса ҫӳреме тивӗҫлӗ маррине кӑтартрӑн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл вӗсемпе чи чӗрене пырса перӗнекен сӑмахсемпе сывпуллашнӑ, ашшӗ-амӑшӗ ирӗкӗнчен тухнине ытла хытӑ юратнӑ пирки пулчӗ тенӗ; юлашкинчен вӑл: малашнехи пурӑнӑҫра чи телейлӗ самант — вӑл манӑн хаклӑ атте-аннем мана хӑйсене ӳксе пуҫҫапма ирӗк панӑ кун пулӗ тесе шутлӑп, тесе пӗлтернӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
1) 8 статьян 1-мӗш пайӗн 21-мӗш пунктне «, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче (малалла – строительство ӗҫне тума палӑртни ҫинчен пӗлтерни) кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма ирӗк панипе килӗшсе тӑни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе килӗшсе тӑманни тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма юраманни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе туса лартнӑ е юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт-йӗр объекчӗ е сад ҫурчӗ поселени территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗсене е сад ҫурчӗсене тунӑ е юсаса ҫӗнетнӗ чухне хула строительстви ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан саккунсен требованийӗсемпе килӗшсе тӑни е килӗшсе тӑманни ҫинчен пӗлтернине ярса парасси, Раҫҫей Федерацийӗн гражданла саккунӗсемпе килӗшӳллӗн хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси ҫинчен калакан йышӑнӑва, ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫурт-йӗр лартмалли правилӑсемпе, территорине планламалли документсемпе е капиталлӑ строительство объекчӗсен виҫисем тӗлӗшпе федераци саккунӗсемпе палӑртнӑ обязательнӑй требованисемпе килӗшӳллӗн йышӑну тӑвасси, хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна строительство ӗҫӗсене тума ирӗк панин чи пысӑк виҫисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси (малалла ҫавӑн пекех – палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла туни), капиталлӑ строительство объекчӗсене юсаса ҫӗнетесси ҫинчен, тӗллевлӗн усӑ курман е Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсса усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне тытса илесси ҫинчен тунӑ йышӑнӑва, Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси ҫинчен йышӑнусем тӑвасси» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №55 от 20 сентября 2018 г.
6) ҫӗр лаптӑкӗпе е капиталлӑ строительство объекчӗпе условлӑ ирӗк панӑ тӗспе усӑ курма ирӗк панине;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
5) капиталлӑ строительство объекчӗсене тума, юсаса ҫӗнетме ирӗк панӑ чи пысӑк виҫесенчен пӑрӑнма ирӗк панине;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
а) 5-мӗш пайӑн 2-мӗш пунктӗнче «нумай хваттерлӗ ҫуртри пӳлӗмсен хуҫисем ирӗк панипе пурӑнмалли пӳлӗмсене пӗр чӑрмавсӑр пырса ҫӳреме тата вӗсене тӗрӗслесе тухма» сӑмахсене «нумай хваттерлӗ ҫуртри пӳлӗмсен хуҫисем, социаллӑ тара пани ҫинчен тунӑ килӗшӳсемпе пурӑнмалли пӳлӗмсене тара илекенсем, социаллӑ ҫурт-йӗр фончӗн пурӑнмалли пӳлӗмӗсене тара пани ҫинчен тунӑ килӗшӳсемпе пурӑнмалли пӳлӗмсене тара илекенсем ирӗк панипе пурӑнмалли пӳлӗмсене пӗр чӑрмавсӑр пырса ҫӳреме тата вӗсене тӗрӗслесе тухма» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин «Муниципалитетӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӗрӗслевӗ тата Чӑваш Республикин патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр надзорӗн органӗпе муниципалитетсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӗрӗслевӗн органӗсен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен» саккунӗн 3 тата 4 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 07 марта 2019 г.
Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе палӑртнӑ тӗслӗхре тата йӗркепе ирӗк пани вӑйра тӑрассине чарса лартасси е ирӗк пани тепӗр хут вӑя кӗресси ҫинчен йышӑну тӑвать;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
ҫӑмӑл таксипе пассажирсем тата багаж турттарас ӗҫе пурнӑҫлама ирӗк панине (малалла – ирӗк пани) парать;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
38. Каярахпа Аримафея ҫынни Иосиф (вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ, анчах иудейсенчен хӑранипе ҫакна палӑртман) Пилатран Иисус Ӳтне илме ирӗк ыйтнӑ; Пилат ӑна ирӗк панӑ.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӑна сӑваплисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма, вӗсене ҫӗнтерме ирӗк панӑччӗ; тата ӑна пур тӗрлӗ йӑха, пур тӗрлӗ халӑха, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене, ӑрусене тытса тӑма ирӗк панӑччӗ.
Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑйсем пророкла каласа ҫӳрес кунсенче ҫӗр ҫине ҫумӑр ан ҫутӑр тесен, вӗсен тӳпене хупса лартма ирӗк пур; вӗсем шыва хӑйсен ирӗкӗнче тытаҫҫӗ — хӑҫан мӗн тӑвас теҫҫӗ, ҫавна тӑваҫҫӗ: шыва юн тума, ҫӗре тӗрлӗ чирпе пӗтерме пултараҫҫӗ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Мана пурне те тума ирӗк панӑ, анчах пурте усӑллӑ мар; мана пурне те тума ирӗк панӑ, анчах пурте ӑса вӗрентмест.23. Все мне позволительно, но не все полезно; все мне позволительно, но не все назидает.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. «Мана пурне те тума ирӗк панӑ», анчах пуртех усӑллӑ мар; «мана пурне те тума ирӗк панӑ», анчах мана нимӗн те ан пӑхӑнтартӑр.
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ хама хам каларӑм: чунӑм! ӑслӑлӑха шыра, ӑнланма тӑрӑш, 5. эсӗ хӑв ирӗкӳпе килместӗн тата каяссу килмен чухнех каятӑн, сана кӗске вӑхӑт ҫеҫ пурӑнма ирӗк панӑ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша вӗсем тӗрӗсех каланине курнӑ та вӗсене ырланӑ, вара Турӑ саккунӗнчен иртнисене хӑй патшалӑхӗн кирек хӑш вырӑнӗнче те пӗр чӑрмавсӑр, патша уйрӑммӑн ирӗк памасӑрах е ятарласа тӗрӗслемесӗрех пӗтерме ирӗк панӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.