Шырав
Шырав ĕçĕ:
Наукӑпа практика тӗлӗшӗнчен пысӑк вырӑн йышӑнса тӑракан задачӑна татса памашкӑн ӑна миллионшар тенкӗ расходлама та ирӗк панӑ, анчах ӑна никам та ҫынсен пурнӑҫне пӗтерме ирӗк парас ҫук.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ирӗк парӑр кӑна (офицерсен сӑн-пичӗсем ҫинче шанчӑк палӑрчӗ)… ирӗк парӑр кӑна ҫак уйӑх вӗҫне ҫитиччен пурӑнма — каятӑп кунтан.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
1833 ҫулхи майӑн 14-мӗшӗнче вӑл Британи колонийӗсенчи пӗтӗм негрсене ирӗке кӑларасси ҫинчен деклараци пичетлесе кӑларнӑ, вара 1838 ҫулхи август уйӑхӗнче ултҫӗр ҫитмӗл пин чура ирӗк илнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Командир ирӗк памасӑр ҫапла тума ирӗк пур-и-ха унӑн?
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Хӗрарӑм кампа та пулин (ашшӗ-амӑшӗпе, шӑллӗпе, пиччӗшӗпе, юлташӗпе, пӗлӗшӗпе) пӗрле килчӗ пулсан, ташлама чӗнекенни малтан ӗлӗкхи йӑлапа унпа пӗрле килнӗ ҫынран ирӗк ыйтмалла: «Сирӗн пикене ташлама чӗнме ирӗк парсамӑр?» е тата ахаль кӑна: «Юрать-и?»
Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ӗнер вӑл тӗрме пуҫлӑхӗнчен ҫимӗҫсем памашкӑн ирӗк пама ыйтнӑччӗ, ӑна ирӗк памарӗҫ.Вчера она просила тюремное начальство разрешить передачу, ей отказали.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Андрей Петрович, эсӗ ирӗк памастӑн-им? — терӗ Буянов ирӗксӗрех ҫемҫелсе, анчах хаярлӑхне тытма тӑрӑшса.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл хӑйне ирӗк тӑма ирӗк парасса кӗтет, ялан тенӗ пекех-ҫке аслӑрах офицерсем кӗҫӗннисене кӑмӑл туса ирӗклӗн тӑма параҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӑл ӗнтӗ виҫӗ хутчен Павелпа курнӑҫмашкӑн ирӗк ыйтма кайрӗ, анчах кашнинчех жандарм генералӗ, йӗпкӗн хӗрлӗ питлӗ те мӑн сӑмсаллӑ старик, ачашшӑн калаҫсах ирӗк памарӗ.
XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Енчен ӑна, тахҫанах ирӗк илнӗ негра, тартса ирӗке кӑларма тӳр килнӗ пулсан, мӗскер тӑватчӗ-ши вӑл?
Юлашки сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ӗлӗк-авал, — каллех калаҫма пуҫларӗ Николай Артемьевич, — хӗрсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхма хӑяймастчӗҫ; пӑхӑнманнисене ун чухне ашшӗ-амӑшӗн влаҫӗ хӑрататчӗ; шел пулсан та, ҫав вӑхӑт иртсе кайрӗ; ҫапла шутлаҫҫӗ нумайӑшӗсем; анчах ӗненӗр, ирӗк паман… ирӗк паман законсем пур, пӗр сӑмахпа каласан, законсем пӑрахӑҫа тухман-ха.
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ирӗк, хӑвӑн ирӗкӳ, вӑлах власть пама пултарать; власть ирӗклӗхрен пахарах.— Воля, собственная воля, и власть она даст, которая лучше свободы.
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вырӑс хӗрӗсене пӑртак канма ирӗк панӑшӑн вӗсем хӑйсен ирӗкӗпех юрлама та, ташлама та килӗшни ҫинчен кӗпер тунӑ ҫӗрте часах пурте пӗлчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ӑна тата аҫа кушака ҫеҫ пӗтӗм хваттер тӑрӑх утса ҫӳреме ирӗк панӑ; хурӑн таса мар шпалерлӑ пӗчӗк пӳлӗмӗн алӑкӗ урлӑ каҫма та ирӗк пулман.
V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Анчах кирек мӗнле пулсан та, Корней хӑй ҫине кӑшкӑрма никама та ирӗк парас ҫук, хӑй килӗшмен ӗҫе ӑна ирӗксӗр никам та тутараймӗ.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унта атте хресчен хӗрне Гришина Ксения Логиновнӑна качча илме ирӗк пама ыйтнӑ: ирӗк паман пулмалла, мӗншӗн тесен хут ҫинче манӑн хушамат пулман.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Ирӗк те ирӗк, теҫҫӗ — вӑрҫине чармаҫҫӗ, эппин!
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Ирӗк парӑр, ирӗк парӑр, патша, пӑхма.
«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
«Ирӗк парӑр, ваше императорское величество, кӗме ирӗк парӑр», — тетӗп.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Ирӗк парӑр-ха, ырӑ кӑмӑллӑ господин, ирӗк парӑр!» тесе ун патне ҫывхарнӑ май, хӑйне кам та пулин тытса чарасшӑн пулнӑ пек, е ҫынсене сиркелесе халӑх хушшинчен тухнӑ пек, аллисемпе хӑлаҫланса утрӗ, унтан вара, ҫывхарса ҫитсен, Иван Федоровича ыталаса илчӗ те, малтан сылтӑм питҫӑмартине, унтан сулахаййине, кайран каллех сылтӑм питне чуптуса илчӗ.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.