Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирхинепе (тĕпĕ: ирхине) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кун ирхинепе ун лавӗсене ним хӑварми тустарнӑ, пыл каткине ҫӗре ӳпӗнтернӗ.

Так наутро все его возы были разнесены в щепки, а кадушки с медом опрокинуты наземь.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ирхинепе ҫанталӑк уяртрӗ, тӳпере пӗр татӑк пӗлӗт те курӑнмарӗ.

И к восходу солнца небо будет прозрачным и безоблачным.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халь ӗнтӗ кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, ирхинепе каҫхине кирек мӗнле сехетре те хӑй сӑнарланӑ сӑнара аса илсе, е хавхаланнипе кулкаласа тӑрать, е тӗссӗрленсе кичемленет, ҫав сехет Ольгӑпа пӗрле иртсен — хавхаланать, унсӑрӑн иртсен — кичемленет, паллах, вӑхӑт унсӑрӑн сӳрӗккӗн те кичеммӗн иртет.

Теперь и день и ночь, всякий час утра и вечера принимал свой образ и был или исполнен радужного сияния, или бесцветен и сумрачен, смотря по тому, наполнялся ли этот час присутствием Ольги или протекал без нее и, следовательно, протекал вяло и скучно.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех