Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттертӗмӗр (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрӗпех вилтӑпри ҫинче ларса ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ку ӗнтӗ пирӗн пысӑк заводри коммунизмла пӗр пӗчӗк ушкӑн пулса тӑрать, вӑл ушкӑнри ҫынсен мӗнле пурӑнмалли ҫинчен тин кӑна калаҫса ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Звенора пуху ирттертӗмӗр те, киле таврӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Кӑҫал шашка-шахмат турнирӗсем ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑра пӗччен ан туйӑр // Алексей Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%85%d3%9 ... %91%d1%80/

Ҫавӑн чух июнь уйӑхӗн ытарайми кунӗсене Саранск хулинче тӑтӑшах пӗрле ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Унта та клубра вечер ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Юлашкинчен вак халӑхсен клубӗнче пысӑк вечер ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӑна валли чӑваш наци стилӗпе фотосесси ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр // Галина СКОРОБОГАТОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3389030

Ӗмӗре ҫапла ирттертӗмӗр

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тин ҫеҫ-ха ҫавӑн пирки юмахласа ирттертӗмӗр, — кил хуҫине тӳрре кӑларас шутпа та, Турунов кӑмӑлне ҫавӑрас тесе те калаҫса илчӗ Серебряков, ҫав вӑхӑтра хӑй пуканне Турунов ҫумнерех шутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ача-пӑча фольклориадине 76 регионтан пуҫтарса ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

2022 ҫулта, паллах, эпир тӗрлӗ пысӑк фестивальсем ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Ҫавӑнпа та юлашки ҫулсенче эпир чӑн малтанах строительсемпе питӗ нумай ӗҫ туса ирттертӗмӗр ҫакӑн пек ҫынсене тивӗҫтермелли юрӑхлӑ хваттерсем пулччӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

89 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61148

Ҫакна пӗлме эпир Шупашкар урамӗнче ыйтӑм ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран сыхланар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61068

Хӗллехи ӑшӑтмалли тапхӑра йӗркеллӗ ирттертӗмӗр, пысӑк кӑлтӑксем, телее, сиксе тухмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ пулӑшусемпе тивӗҫтереҫҫӗ // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/12051 ... iv-cterecc

Эпир тата тепре Май уявӗ ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Паян, ак, ҫамрӑк патриотсемпе слет ирттертӗмӗр, ачасемпе хутшӑнса ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа таврӑнатӑп…»

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Пит хаваслӑ ирттертӗмӗр вӑхӑта, тавтапуҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Пӗррехинче, хӑш ҫулхине халӗ астумастӑп (сентябрь пуҫламӑшӗччӗ пулас: йывӑҫсем пӑт-пат кӑна саралнӑччӗ, хӑшӗ-пӗрисем ем-ешӗлехчӗ-ха), мӑшӑрӑмпа иксӗмӗр канмалли куна Йӗпреҫре, хамӑра тахҫантанпах кӗтсе пурӑннӑ чаплӑ сунарҫӑ патӗнче, савӑнса ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Хирӗҫӳ вӑйлӑ пынӑ вӑхӑтра эпир ҫӗрулми чӑланӗнче канашлу ирттертӗмӗр

В тот момент, когда борьба была в полном разгаре, мы совещались в чулане, где картошка…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех